Чăваш кĕнеке издательстви «Халăх туслăхĕ – кĕнекере» регионсем хушшинчи ача-пăча наци литературин кунне хутшăннă. Мероприяти апрель уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пушкăртстан Республикин Ахмет-Заки Валиди ячĕллĕ наци библиотекинче иртнĕ. Ăна Чăваш Республикин ача-пăчапа çамрăксен библиотеки (ертÿçи – Татьяна Вашуркина) йĕркеленĕ. Уяв программи тулли те пуян пулнă, «Библиотека – культурăсен диалогне йĕркелемелли уçă лапам» («Библиотека открытая площадка для диалога культур») çавра сĕтел хушшинче чăваш тата пушкăрт библиотекарĕсем, писателĕсем, кĕнеке пичетлевçисем, ÿнерçĕсем, Авăркас тата Пишпÿлек районĕсенчен чăваш диаспорин пайташĕсем пуçтарăннă. Вĕсем хăйсен опычĕпе паллаштарнă, паянхи ача-пăча наци литературин аталанăвне сÿтсе явнă.
Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова издательство ĕç-хĕлĕ, ача-пăча литератури çинчен каласа панă. Издательствăн кĕнеке ярăмĕсене, ачасем валли таврапĕлÿ проекчĕсене кăтартнă. Лариса Петрова, Ольга Австрийская, Нина Царыгина, Ирина Кошкина, Д