Пишпÿлек тăрăхĕнчи Ситек ялĕнче пурăнакан Наталия Ивановна Клишина – волонтерсен юхăмĕнче чи хастарри. Ырăлăх пĕр çынна çеç мар, пĕтĕм обществăна улăштарма пултарать. Вăл уйрăмлăхсене якатать, пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлеме май парать. «Ырăлăх» сăмах пирĕншĕн, Ситек ялĕнче пурăнакансемшĕн, Наталья Клишинапа тÿр килет. Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа волонтер юхăмĕнче вăл чи хастарри, ялта «Ситек – фронта валли» ушкăн йĕркелерĕ.
Унăн чун ăшши пире çывăхлатрĕ, волонтерсен ĕçĕ усăллă, пирĕн пулăшу салтаксене питĕ кирлĕ, вăл çĕнтерĕве çывхартма пулăшать тенине çирĕплетрĕ.
Наталия Ивановна 1959 çулта Ситек ялĕнче механизаторпа культура ĕçченĕн çемйинче çуралнă. Унăн ĕçченлĕхĕпе интеллигентлăхĕ ашшĕпе амăшĕнчен куçнă. Вĕсем ялта хисеплĕ çынсем пулнă. Вăл хăйĕн йĕркелÿçĕ пултарулăхĕпе ыттисене тĕлĕнтерет, кирек епле ĕçе те яваплăха туйса, хастар та пултаруллă пурнăçлать. Унпа пĕр шухăшлисене, маскировка сечĕсем çыхма çÿрекенсене, салтаксен пурнăçĕсене сыхласа хăварассишĕн ырми-канми тăрăш