РФ Коммунистсен партийĕн «Раççей шанчăкĕ» («Надежда России») Пĕтĕм Раççейри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн Пелепей хулипе районĕнчи уйрăмĕн председателĕ Галина Кириллова Ĕпхÿ хулинче иртнĕ мероприятие хутшăнса Пушкăртстанри 35 район представителĕ хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Ăна Пелепей хулипе тата районĕпе паллаштарнăшăн, «Хĕрлĕ кĕпе» конкурсра тумне хÿтĕленĕшĕн тивĕçнĕ дипломпа кубока «Раççей шанчăкĕ» Пĕтĕм Раççейри хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн председателĕ Надежда Останина (Мускав хули) панă.
Галина Владимировнан хастарлăхне чылай çĕрте асăрхама пулать. Вăл инвалидсем, нумай ачаллă, укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр çемьесем валли япаласем пуçтарассине йĕркелет. Май пур таран Пелепей тăрăхĕнчи Максим Горький ялĕнче вырнаçнă Туймазă районне кĕрекен Верхнетроицкинчи психоневрологи интерначĕн сусăр тата аслă ÿсĕмри граждансене стационарлă социаллă пулăшу паракан уйрăмĕнчи ватăсене те тимлĕх уйăрать. Пирĕн хушăра алă ĕçне ăста инвалидсем сахал мар. Чăваш хĕрарăмĕ вĕсене те тĕрлĕ выставкăсем йĕркелеме пулăшат