Февраль уйăхĕн 28-мĕшĕнче пирĕн хаклă та юратнă атте, мăшăр, Пелепей хулинче пурăнакан Георгий Александрович Варейкин хăйĕн çавра юбилейне паллă турĕ. Ĕçченлĕхĕпе, ырă кăмăлĕпе уйрăлса тăраканскере ку тăрăхра пĕлмен, палламан çын çук та пулĕ. Вăл 1939 çулта Мало-Белебеевка ялĕнчи пысăк та туслă çемьере çуралнă. Çемье пуçĕ Александр Николаевич Пелепей районĕнчи «Канаш» колхозăн пĕрремĕш председателĕ пулнă. Амăшĕ Анна Дмитриевна икĕ класс çеç пĕтернĕ пулсан та çивĕч ăсĕпе уйрăлса тăнă. Унăн чун ăшши, ĕçченлĕхĕ тăватă ачине те – Тамарăпа Ефросиньăна та, Розăпа Георгие те – çитнĕ.
1941 çулхи май уйăхĕнче Александр Николаевича Алкинăна çар ĕçне вĕренме чĕнсе илнĕ, июнь уйăхĕнче вара фронта ăсатнă. Асатте пĕтĕм вăрçа иртнĕ, 1945 çулхи апрель уйăхĕн 23-мĕшĕнче Берлин çывăхĕнче пуçне хунă.
Асанне, Анна Дмитриевна, тăватă ачина ура çине тăратнă, пĕлÿ панă, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен колхозра ĕçленĕ, вырăнти Канаш депутачĕ пулнă. Юратнă асанне пурнăçран 84 çулта уйрăлса кайрĕ. Унăн 15 мăнукпа 1