Икĕ çул каялла республика пуçлăхĕн Радий Хабировăн пуçарăвĕпе Пушкăртстанра çĕр айĕнчи пурлăхпа усă курмалли ĕç-хĕлпе çыхăннă ыйтăва татса парассипе тата çĕр айĕнчи пурлăхпа усă курмалли право йĕркине пăснăшăн явап тыттарассипе ĕçлекен ведомствăсем хушшинчи комисси хăйĕн ĕçне хута янă. Вăл çĕнĕ ведомство та, организаци те мар. Комисси йышне тĕрлĕ ведомствăсен представителĕсем кĕнĕ. Çакă йывăр ыйтусене хăвăртрах та тухăçлăрах татса пама пулăшать. Çапла çĕр айĕнчи пурлăхпа усă курмалли ĕç-хĕлпе çыхăннă ыйтăва татса парассипе тата çĕр айĕнчи пурлăхпа усă курмалли право йĕркине пăснăшăн явап тыттарассипе ĕçлекен ведомствăсем хушшинчи комисси йышне паха чулсем кăларакан территорисенче вырнаçнă ял Канашĕсен, районсенчи администраци представителĕсем, Çĕр айĕнчи пурлăхпа усă курмалли ĕç-хĕлпе çыхăннă федераллă агентствăпа (Роснедр) Раççейри çут çанталăк надзорĕн (Росприроднадзор) тата тĕрĕслекен ытти структурăсен, прокуратурăпа Шалти ĕçсен министерствин ĕçченĕсем, çĕр айĕнчи пуянлăха кăларакан
Пушкăртстанри ылтăн кăларакан предприятисене мĕнле майпа йĕркене кĕртеççĕ
13 февраля 202413 фев 2024
4 мин