Халĕ сĕтел-пуканпа медицина оборудованийĕсене вырнаçтарас ĕç пырать. Çывăх вăхăтра Гигиенăпа эпидемиологи центрĕн специалисчĕсем килмелле. Вĕсем пÿлĕмри сывлăш, çутă, микроклимат палăртнă нормăсене тивĕçтернине тĕрĕслĕç.
Асăннă программа пулăшнипе 2020 çултан пуçласа Шаран районĕнче сакăр модульлĕ фельдшерпа акушер пунктчĕ хута янă. 2024 çулта Наратастă ялĕнчи ФАПсăр пуçне тата виçĕ модульлĕ медицина пункчĕ хăпартма палăртнă.
- Пирĕн тĕп тĕллев – пуçламăш медицина пулăшăвне пысăк пахалăхлă тăвасси. Çак ĕçре «Сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенине çĕнетесси» программа пулăшать. Хăпартакан модульлĕ ФАПсем ял халăхĕн сывлăхне сыхлас енĕпе пысăк вырăн йышăнаççĕ, - палăртнă Шаран район больницин тĕп тухтăрĕ Радик Янгиров.