«Пĕтĕм тĕнчери коопераци тата экспорт» наци проекчĕн тĕллевĕсене пурнăçа кĕртес, Агропромышленность комплексĕн продукцине чикĕ леш енне ăсатассин шутне ÿстерес тĕллевпе Пушкăртстанра «Агропромышленность продукцине экспорта ăсатасси» проект ĕçлет. Пушкăртстан кăçал 1551 тонна таякан пĕрчĕкленĕ кăшман жомĕн пĕрремĕш партине Китай Халăх Республикине ăстатнă. Сахăр кăшманне ĕçе кĕртнĕ май тăрса юлакан продукцие Чишмари сахăр завочĕ хатĕрленĕ. Россельхознадзорăн Пушкăртстанри уйрăмĕнче пĕлтернĕ тăрăх, ведомствăн специалисчĕсем 61 вагон продукцие пăхса тухнă. Регионта 2023 çулхи тухăçран сахăр хатĕрлес ĕç вĕçленмен-ха. Республикăри икĕ пысăк предприяти, «Раевсахар» тата Чишмари сахăр завочĕ, кашни кунах 8 пин тонна сахăр кăшманĕ ĕçе кĕртеççĕ. Январь уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне предприятисем 1 млн та 308 пин тонна ытла тымар çимĕçе ĕçе кĕртнĕ, 196 пин тонна пахалăхлă сахăр туса кăларнă. Пĕрчĕкленĕ кăшман жомĕ – сахăр кăшманĕ тунă чух тăрса юлакан продукци, пысăк пахалăхлă выльăх апачĕ. Унпа выльăх-
Кăшман жомĕн пĕрремĕш партине Китая ăсатнă
1 февраля 20241 фев 2024
1
~1 мин