Найти тему

Анастасия Сафронова ухăран тĕл персе икĕ «ылтăн» çĕнсе илнĕ

Пелепей хулинчи Анастасия Сафронова Брянск хулинче иртнĕ Раççей Кубокĕн иккĕмĕш тапхăрĕнче йĕлтĕрпе ăмăртса тата ухăран тĕл персе (ачери-биатлон) чи лайăххи пулнă. Кун пирки хăйĕн телеграмм-каналĕнче ПР спорт министрĕ Руслан Хабибов пĕлтернĕ.

- Хамăр спортсменсен çĕнтерĕвĕсем пирки пĕлтересси – пысăк савăнăç. Ачери чупăшура вунă çухрăм йĕлтĕрпе чупмалла тата тăватă вырăнта ухăран пемелле. Ачери спринтра ултă çухрăм чупмалла, икĕ хут ухăран тĕл пемелле. Пелепей хулинчи Анастасия Сафронова икĕ ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Пушкăртстан спортсменĕпе унăн тренерне Артур Шаймуратова çĕнтерÿпе саламлатпăр, - çырнă ПР спорт министрĕ.