Найти тему

Владимир Путин Пушкăртстанри ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхне чысланă

Салават районĕнчи Мещагар ял Канаш администрацийĕн пуçлăхĕ Ильнара Сафина «Служение» Пĕтĕм Раççейри муниципаллă премие тивĕçнĕ. «Çын шăпи – Тăван çĕршыв мăнаçлăхĕ» номинацинчи наградăна нумай ача амăшне Раççей Президенчĕ Владимир Путин парса чысланă.

Конкурса хутшăнма заявка панă 19 пин кандидатран Пушкăртстан хĕрарăмĕ чи лайăххи пулнă. Ильнара Ураловнана ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхне 2022 çулта, çак должноçра ĕçлекен мăшăрĕ Рустам Сафин хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операцине кайнă хыççăн, суйланă.

Вăл патшалăх пуçлăхне тата «Служение» премие йĕркелекенсене хăй ĕçне пысăка хурса хак панăшăн тав тунă.

- Владимир Владимирович, паян пĕтĕм Раççей сирĕн тата Тăван çĕршыва хÿтĕлекен çар çыннисем тавра чăмăртаннă. Эпир вĕсемшĕн çирĕп тыл пулăпăр, çĕнтерĕве çывхартассишĕн хамăртан килнине пурне те тăвăпăр, - тенĕ Ильнара Сафина.

Çĕршыв президенчĕ малти ретрисене пулăшакансене пурне те тав тунă, çак пулăшу кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.

- Сирĕн хушăра Тăван çĕршыва чунтан парăннине, унăн интересĕсене хÿтĕленине çирĕплетекен тĕслĕхĕсем сахал мар. Тав сăмахĕсемпе пĕрле çакă çынсем хăйсем ĕç пÿлĕмĕсенче ларманнине, Тăван çĕршыв шăпине пĕрле пайланине, хăйсем халăхпа тата çарпа пĕрле пулнине палăртатăп, - тенĕ Владимир Путин.