Тĕрĕслев ведомствин ĕçченĕсем Ĕпхÿ районĕнчи Таптыково ялĕнчи ача садĕнче санитари правилисене епле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Роспотребнадзорăн регионти специалисчĕсем кунта гигиена нормисене пăхăнманнине асăрханă: çывăрмалли вырăн çителĕклĕ пулман, санитарипе эпидеми режимне илес пулсан - вырăн таврашне хатĕрлесе çитермен тата ытти те.
«Прокуратурăпа пĕрле административлă мерăсем йышăнассипе материалсем хатĕрлеççĕ. Юридици сăпатне çитменлĕхсене тĕп тума сĕнÿсем панă», - ăнлантарса панă Роспотребнадзорăн Пушкăртстан Республикинчи уйрăмĕнче.