Пушкăртстанра ятарлă çар операцине хутшăнакансене тивĕçекен 100 пин тÿлеве 2024 çул вĕçленичченех пама йышăннă. Улшăнусене ПР Пуçлăхĕн 2023 çулхи ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «Çар служби иртекен уйрăм çынсене социаллă пулăшу памалли хушма мерăсем çинчен» калакан указне кĕртнĕ.
Аса илтеретпĕр, указпа килĕшÿллĕн, пĕр хутчен парăнакан 100 пин тенкĕ хушма тÿлеве 2023 çулхи ноябрь уйăхĕн 10-мĕшĕ хыççăн Раççейри Хĕç-пăшаллă вăйсен ретĕнче служба иртме контракт алă пуснă мобилизациленĕ çынсемпе призывниксем тивĕçĕç. Çавăн пекех тÿлеве запаса кайман, çар служби вырăнне контракт мелĕпе хĕсметре тăма килĕшекен призывниксене те парĕç.
Асăннă указ Пушкăртстанри Минигали Шаймуратов ячĕллĕ мотострелоксен хăй ирĕкĕпе йĕркеленнĕ батальонĕн салтакĕсене тата регионта йĕркеленнĕ ытти батальонсене пырса тивмест. Тÿлеве федераллă тата регионти законодательство йышăннă ытти тÿлевсемпе, пулăшу мерисемпе тивĕçтернĕ чух шута илмеççĕ.