Пушкăртстанра лăсăллă йывăçсене тавралăха сиен кÿмесĕр тирпейлессипе çыхăннă «Ёлкăсенчен – турпас» экологи акцийĕ çула тухнă. Регионти çут çанталăкпа усă курасси тата экологи министрĕ Шамиль Фаррахов пĕлтернĕ тăрăх, акци республикăра январь уйăхĕн 14-28-мĕшĕсенче иртĕ.
Январь уйăхĕн 14-20-мĕшĕсенче вăрман чиперккисене Туймазă хулинчи Мичурина, 12 тата Фабричная, 14а, Октябрьский хулинчи 34 микрорайон, 25, Садовое кольцо, 60а çуртсенче, 12.00 -15.00 сехетсенче йышăнĕç.
Çавăн пекех январь уйăхĕн 20-мĕшĕнче 12.00-15.00 сехетсенче Пелепейпе (Красная, 138) Давлекан (Карла Маркса, 119) хулисенче, Шаранпа (Школьная, 7) Бакалă (Ворошилов лапамĕ, 11.00-15.00) ялĕсенче, Раевка поселокĕнче (Гагарина, 6) йышăнаççĕ.