Сурхури! Сурхури! Çитрĕ кĕтнĕ Сурхури! Сурхури çитрĕ, куртăр-и?
Хирĕç тухса илтĕр-и?
Хапха уçса хутăр-и? Çакăн пек юрăпа, вĕрÿ-сурупа, хуçисене ырă суннипе пуçларĕ уява «Нарспи» халăх фольклорпа этнографи ансамблĕ.
Январь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Ĕпхÿри культура тата халăх пултарулăх центрĕнче «Сурхури» уявĕ иртрĕ. Сурхури – чăвашсен авалхи уявĕ. Ăна мăн асатте-асеннесем тыр-пул, пахча çимĕç тухăçлă пултăр, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетĕр, кил-йышра ырлăх-сывлăх хуçалантăр тесе ирттернĕ. Асăннă уявра хаваслă юрăсем, ташăсем, вăйăсем, юмăç яни пысăк вырăн йышăнаççĕ. Каçпа кил тăрăх мыскараллă тумланнă çынсем çÿренĕ. Çур çĕр çитеспе юмăç яма пуçланă. Çамрăксем хăйсене çĕнĕ çулта мĕн кĕтессине, мĕнле улшăнусем килсе тухассине, мăшăрĕ еплерех пулассине пĕлес тенĕ. «Хĕр сăри» каçĕнчи яш-кĕрĕм тĕттĕм картана кĕрсе сурăха ураран ярса тытнă. Çапла майпа çамрăксем мăшăрĕ хура е сарă çÿçлĕ пулассине пĕлнĕ. Юмăç ямалли майсем те тĕрлĕрен пулнă.
«Нарспи» ансамбль хăнасемпе куракансене халăх вăййисемпе, ташшисемпе,