Найти тему

Пурăнмалăх минимум шайĕ 13753 тенкĕпе танлашĕ

ПР Çемье,ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх паракан министерство пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанра 2024 çулхи пурăнмалли укçă-тенкĕн чи пĕчĕк шайĕ 13753 тенкĕпе танлашĕ.

Правительство постановленийĕпе килĕшÿллĕн, январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа регионта пурăнмалах минимум шайĕ пĕр çын пуçне 13 753 пин пулĕ. Ĕçлекенсемшĕн - 14 991 тенкĕ, тивĕçлĕ канурисемшĕн – 12 530 тенкĕ, ачасемшĕн – 13 340 тенкĕ.

- ПР Ĕç министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пурăнмалли укçа-тенкĕн чи пĕчĕк шайне çемье епле пурăннине хак панă чух усă кураççĕ. Сăмахран, тÿлевсемпе пособисен виçи, укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр ачаллă çемьесен тÿлевĕсем, унран килеççĕ.

Пĕрлĕхлĕ тÿлевпе тивĕçтермелли пособи срокĕ декабрь уйăхĕнче тухать, ăна 2024 çулта илсе тăмалла пулсан, декабрь вĕçĕччен Социаллă фонда заявлени çырмалла.