Найти тему

Павловка хĕрринчи эко-отельре çулталăкĕпе канма пулĕ

2022 çулта Караидель районĕнчи Уразбахты ялĕнчи Павловка водохранилищи хĕрринче «Çемье историйĕсем» эко-отель хăпартнă. Проект пуçаруçи Эльвина Рожина районти çут çанталăк илемĕ канăçлăх кÿрет, туризма аталантарма пулăшать тесе шутлать.

Эко-отель тĕрлĕ сезонсенче канма май паракан 8 çуртпа танхаусран, ресторанпа мунчаран тăрать. Çыран хĕррине те тасатса хăтлăх кÿнĕ: саксем, душ кабинкисем вырнаçтарнă, кимĕсем тăратмалли икĕ причал пур. 2022 çулта муниципаллă программа шайĕнче район администрацийĕ предприятие укçа-тенкĕпе пулăшнă. 2023 çулта усламçă туристсене вырнаçтарма модульлĕ хатĕрсем йĕркелеме федераллă субсиди илнĕ. Асăннă укçа-тенкĕпе вăл çулталăкĕпе ĕçлекен сакăр конструкци пуçтарса лартма палăртать. «Предприниматель года-2023» республика конкурсĕн жюри членĕсем Эльвина Рожинан ĕçне пысăк хак панă. Хĕрарăм «Туризм сферинчи чи лайăх предприниматель» номинацире çĕнтернĕ.