Найти тему

Ачасем хĕллехи каникула хăçан каясси паллă

Пушкăртстан Республикинчи вĕрентÿ тата наука министрĕ Ильдар Мавлетбердин социаллă сетьсенче çывхарса килекен хĕллехи каникулсем çинчен аса илтернĕ.

«Вĕренÿ çулĕн иккĕмĕш чĕрĕкĕ вĕçленсе пырать. Шкул ачисем хĕллехи каникула декабрь уйăхĕн 30-мĕшĕнчен кайĕç. Канмалли кунсем 2024 çулхи январь уйăхĕн 8-мĕшĕччен тăсăлĕç. Январĕн 9-мĕшĕнче шкулсем ачасене кĕтеççĕ. Хисеплĕ ĕçтешсем! Каникулсем пуçланиччен ачасене хамăра тытмалли правилăсене аса илтермелле», - тесе палăртнă министр.