Чишмари сахăр завочĕ Китай Халăх Республикине пысăк парти пĕрчĕкленĕ (гранулированный) кăшман жомĕ сутнă. . Россельхознадзорăн Пушкăртстанри уйрăмĕн специалисчĕсем 62 чугун çул вагонĕ пысăк пахалăхлă выльăх апатне тĕрĕслесе ăсатнă. Партийĕн виçи 1583 тоннăпа ташлашнă. Суйласа илнĕ пĕрчĕксен тĕслĕхĕсем энтомологи тата гербологи экспертизи витĕр иртнĕ. Продукцире сиенлĕ карантин организмĕсем тупса палăртман. Ÿсен-тăран продукцийĕ импортер çĕршыв ыйтнине тивĕçтерет.
Пушкăртстан экспорта 62 вагон кăшман жомĕ ăсатнă
14 декабря 202314 дек 2023
~1 мин