Пушкăртстанра пушкăрт, вырăс тата тăван чĕлхе учителĕсем тивĕçекен премисен условисене ăнлантарса панă. Асăннă вĕрентÿ предмечĕсене билингваллă тата полилингваллă никĕссем çинче вĕрентеççĕ. Улшăнусене «Пушкăрт тата вырăс чĕлхисен чи лайăх учителĕсемпе преподавателĕсене укçа-тенкĕ парса хавхалантарасси» регион правительствин постановленине кĕртнĕ.
Уйрăмах документра тÿлевсене мĕнле майпа парассине ăнлантарнă. Сăмахран, çĕнĕ правилăсемпе килĕшÿллĕн пушкăрт чĕлхи учителĕсем 50-шар пин тенкĕпе танлашакан 30 преми илме тивĕçĕç, 30 преми – вырăс чĕлхи вĕрентекенĕсем, 40 преми – тăван чĕлхесен учителĕсем.
Премисен шучĕсемпе виçи малтанхи пекех тăрса юлнă.