Пушкăртстанри вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕсем декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнчен Çĕнĕ çул йывăççисем хатĕрлеме пуçланă. Республикăри вăрман ĕçченĕсен пĕтĕмĕшле 50 пин лăсăллă йывăç касма тивĕ.
Вăрман чиперккисене вăрман хуçалăхĕсенче, йăлана кĕнĕ чăрăш пасарĕсенче, туянма пулать.
Республикăри вăрман хуçалăх министрĕ Ильгиз Фаткуллин Çĕнĕ çул йывăççисем хатĕрлессипе çыхăннă ĕç регионти вăрмансене сиен кÿмессине палăртнă. Унăн сăмахĕсем тăрăх, лăсăллă йывăçсене план ĕçĕсене пурнăçланă чух касаççĕ.
Паянхи кун тĕлне вăрман ĕçченĕсем 22 пин лăсăллă йывăç хатĕрленĕ.