Кармаскалă район больницин тухтăрĕсемпе Г.Г. Куватов ячĕллĕ республикăри клиника больницинчи санитари авиацийĕн специалисчĕсем çĕçĕпе суранлатнă пациентăн пурнăçне çăлса хăварнă.
Пурнăçпа вилĕм хушшинчи арçынна васкавлă медицина пулăшăвĕн ĕçченĕсем илсе килнĕ. Ăна урамра çурăмĕнчен çĕçĕпе чиксе ÿпкине, чĕре картине (диафрагма), хырăмлăхне суранлатнă пулнă. Инкек тÿснĕ çынна тÿрех операци тăвакан блока çитерсе васкавлă хирурги операцийĕ тунă.
- Санитари авиацийĕн тухтăрĕсемпе район больницин хирургĕсем пĕрле кăкăр кăшкарне тата вар-хырăм хăвăлне икĕ сехет тăршшĕ операци тунă, суранланнă органсене йĕркене кĕртнĕ. Арçын операци хыççăн темиçе кун реанимаци уйрăмĕнче выртнă, - пĕлтернĕ ПР Сывлăх сыхлав министерстивинче.
Паянхи кун тĕлне пациента больнăцăран кăларнă, вăл хăйне начар мар туять.