Ĕпхÿ наукăпа технологисен университечĕн (ĔНТУ) Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологийĕн факультечĕ йĕркеленипе Пушкăртстанра «Çамрăк журналист» конкурс çиччĕмĕш хут иртрĕ. Жюри членĕсем шкул ачисемпе (7-11 класра вĕренекенсем) студентсен пушкăрт, чăваш тата тутар чĕлхипе çырнă, ÿкернĕ ĕçĕсене хак пачĕç. Ноябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче пĕтĕмлетÿ турĕç.
Çак пĕлтерĕшлĕ мероприяти факультетăн Уçă алăкĕсен кунĕпе тÿр килчĕ. Çавна пула залра халăх йышлă пулнине палăртмалла. Пухăннисене чи малтан филиал директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ Татьяна Гаврилова саламларĕ. Ун хыççăн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн деканĕ Райса Илишева сăмах илчĕ, асăннă факультетăн çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ, ыттисенчен (пурĕ кунта 8 факультет) мĕнпе уйрăлса тăни çинче чарăнса тăчĕ. Чăн малтан вăл виçĕ чĕлхепе наци кадрĕсем хатĕрленине палăртса хăварчĕ. Çавăн пекех пушкăрт филологи кафедрин ертÿçи Зугура Саяхова, тутар тата чăваш кафедрин преподавателĕсем Лира Афансьева, Лариса Коротаева, Насима Мукимова сăмах каларĕç, аслă шкулăн вĕрентÿ процесĕнчи хăйне евĕрлӗхӗсене уçăмлатрĕç.
«Çамрăк журналист» конкурсăн эксперт комиссийӗн пайташĕсем – пушкăртла тухакан «Шонкар» журналăн пай редакторĕ Разина Урманшина, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов – конкурса килнĕ материалсем çинче чарăнса тăчĕç, çавăн пекех паянхи кун çамрăксем хăйсен малашлăхне журналистикăпа çыхăнтарма васкаманни пирки пăшăрханса калаçрĕç. Çавна пулах наци кăларăмĕсенче кадр ыйтăвĕ çивĕч тăрать иккен.
Конкурса тăратнă чăвашла çырнă-ÿкернĕ пичет тата видео материалсем пирки сăмах хускатас пулсан çакна палăртмалла: пурĕ 25 ĕç. Вĕсем Авăркас, Кармаскалă, Федоровка, Пишпÿлек районĕсенчен, Пелепейпе Çтерлĕ хулисенчен килнĕ. Çавăн пекех Шупашкарти çамрăк журналистсем те ăмăртăва хутшăнма кăмăл тунă. Ĕçсен темисемпе жанрĕсем те тĕрлĕрен. Вĕсем ĕç çыннипе, тăван тавралăхпа, литературăри паллă çынсен пултарулăхĕпе тата ытти пулăмсемпе çыхăннă.
Çак кун факультетăн Уçă алăк кунĕ пулнă май студент пурнăçĕ çинчен тĕлпулăва килнĕ шкул ачисене студентсем хăйсем каласа пачĕç. Марсель Нурасов, Альбина Уразбахтина, Константин Петров студентсем кунти кĕрлесе те вĕресе тăракан пурнăçпа паллаштарнисĕр пуçне чылай ыйту çине хурав пачĕç.
Халĕ эпир вулакансене конкурса килнĕ чăвашла ĕçсене пăхса тухса пĕтĕмлетÿ тунă май çĕнтерÿçĕсемпе паллаштарăпăр.
«Текст» номинаци (6-7 классем)
Пĕрремĕш вырăн: Лидия Виноградова (Авăркас районĕнчи Треппел шкулĕ, ертÿçи – И.Р. Виноградова).
Иккĕмĕш вырăн: Анастасия Федорова (Федоровка районĕнчи Ашкатар шкулĕ, Т.Н. Вальщикова); Анастасия Петрова (Шупашкар хулинчи 1№ гимнази, Н.Г. Леонтьева) .
Виççĕмĕш вырăн: Александра Попова (Шупашкар хулинчи 1№ гимнази, М.И. Вакку); Алла Павлова (Çтерлĕ хулинчи 11№ шкул, Е.И. Иванова).
«Текст» номинаци (8 – 11 классем)
Пĕрремĕш вырăн: Дарина Наумова (Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕ, В.К. Алексеева).
Иккĕмĕш вырăн: Анастасия Никитина (Авăркас районĕнчи Юламан шкулĕ, Ю.Д. Федорова); Мария Матюшкина (Шупашкар хулинчи 1№ гимнази, Л.А. Иванова).
Виççĕмĕш вырăн: Ульяна Алексеева (Авăркас районĕнчи Шланлă шкулĕ, Н.Н. Васильева); Арина Артемьева (Авăркас районĕнчи Степановкăри шкул, А.П. Артемьева).
«Текст» номинаци (студентсем)
Пĕрремĕш вырăн: Константин Петров (Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕ).
Иккĕмĕш вырăн: Татьяна Иванова (ӖНТУ Çтерлĕ филиалĕ); Кристина Никифорова (ӖНТУ Çтерлĕ филиалĕ).
Виççĕмĕш вырăн: Ольга Никитина (ӖНТУ Çтерлĕ филиалĕ); Анастасия Федорова (ӖНТУ Çтерлĕ филиалĕ).
«Видео» номинаци (8-11 классем)
Пĕрремĕш вырăн: Ангелина Сидорова, Алексей Ефимов, Вероника Игнатьева (Авăркас районĕнчи Çĕньялти шкул, Н.М. Глухов).
Иккĕмĕш вырăн: Александра Кузьмина (Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл шкулĕ, Л.Н. Павлова).
Виççĕмĕш вырăн: Екатерина Андреева (Пишпÿлек районĕнчи Михайловка шкулĕ, Е.В. Урьялова).
«Видео» номинаци (студентсем)
Пĕрремĕш вырăн: Елизавета Федорова (Республикăри пушкăрт культури тата ÿнер колледжĕ).
Иккĕмĕш вырăн: Арина Толстова (И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, М.И. Вакку).
Виççĕмĕш вырăн: Кристина Никифорова (ӖНТУ Çтерлĕ филиалĕ).
Çĕнтерÿçĕсем пурте дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç. Вĕсен материалĕсем çывăх вăхăтра „Урал сасси” хаçатра кун çути курĕç. Паянхи шкул ачисене вара Çтерлĕри аслă шкула çитсе пĕлĕве малалла тăсма йыхравлатпăр.
Юрий СНЕГОПАД.
Çтерлĕ хули.