Найти в Дзене

Ял территорийĕсене аталантарма – виçĕ миллиард тенкĕ ытла

2023 çулта ял çыннисене çурт-йĕрпе тивĕçтерес тата ял территорийĕсене пĕтĕмĕшле аталантарассипе çыхăннă проекта пурнăçа кĕртес тĕллевпе хушма укçа-тенкĕ уйăрĕç.

Унпа килĕшÿллĕ хушăва РФ Правительствин председателĕ Михаил Мишустин алă пуснă. Хысна укçине çĕнĕрен пайланине пула 44 регион 850-шар миллион тенке тивĕçĕ. Асăннă укçа-тенкĕ çурт-йĕр туянмалли социаллă тÿлев валли те кайĕ. Укçа-тенке çĕнĕлле пайласси тата та кĕтет-ха. Вăл ял территорийĕсене пĕтĕмĕшле аталантарассипе çыхăннă проекта пурнăçа кĕртме 654,2 млн тенкĕ яма май парĕ.

Хысна укçа-тенкине çĕнĕлле уйăрнă хыççăн ялсене аталантарма Пушкăртстана 2023-2024 çç. 1 млрд тенкĕ парĕç. Уйрăмăн илес пулсассăн, 2023 çулта Пушкăртстан çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме 368 миллион тенкĕ ытла, 2024 çулта – 686 млн тенкĕ ытла тивĕçĕ. Асăннă ĕçе «Ял территорийĕсене пĕтĕмĕшле аталантарасси» патшалăх программин витĕмĕпе пурнăçланать.