Найти в Дзене

Наталия Макарова – чи лайăх ял библиотекарĕ

Ĕпхÿ хулинчи Ахмет-Заки Валиди ячĕллĕ наци библиотекинче «Пушкăртстан Республикинчи чи лайăх библиотекарь – 2023» конкурс çĕнтерÿçисене чысланă.

Конкурса А.З. Валиди ячĕллĕ наци библиотекипе ПР Культура министерстви йĕркелесе ирттернĕ. Вăл сентябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа октябрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен пынă. Унта регионти 45 муниципалитетри пĕрлĕхсенчи библиотекăсенчен 70 специалист хутшăннă. «Чи лайăх ял библиотекарĕ», «Ачасемпе тата çамрăксемпе ĕçлекен чи лайăх библиотекарь», «Медиахутлăхра ĕçлекен чи лайăх библиотекарь» номинацисен çĕнтерÿçисен шутĕнче Ĕпхÿ хулипе Туймазă, Баймак, Учалă, Нуриман, Бирск, Краснокамск, Федоровка, Çтерлĕ районĕсенчи вулавăшсен ĕçченĕсем пулнă.

Çĕнтерÿçĕсен шутне Çтерлĕ районне кĕрекен Наумовкăри модельлĕ библиотека ĕçченĕ Наталия Макарова лекнине палăртма уйрăмах кăмăллă. Вăл «Чи лайăх ял библиотекарĕ» номинацире пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Республика çĕнтерÿçисен чыславĕн витĕмĕпе «Библиотека – професси тата уйрăм çитĕнÿ зони» çавра сĕтел  те йĕркеленĕ. Наталия Петровна унта хутшăнса «Кам вăл паянхи библитекарь» темăпа тухса калаçнă.

- Республика конкурсĕнче çĕнтернĕшĕн чунтан савăнатăп. Хальхи вăхăтра вулаваш ĕçченне энциклопедипе танлаштарма пулать. Вăл çын пĕлĕвĕн пур облаçĕнче те çăмăллăн ăнкарать, тĕнчери пур информаци пĕлĕвĕн уççине  те алăра тытать. Мĕншĕн тесен мĕнпур пĕлÿ кĕнекере пур, вĕсем вара библиотекăсенче упранаççĕ, çынсене унта çитме шăпах библиотекарьсем май параççĕ, - палăртнă вăл.

Наталия Петровнăна республика шайĕнчи конкурсра çĕнтернĕ ятпа саламласа пултарулăх ĕçĕнче хавхаланупа çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.