Пушкăртстанра иртнĕ канмалли кунсенче «Штраф» профилактика мероприятийĕ çула тухнă.
ПР Çул çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕн (ГИБДД) пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, вăл декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен тăсăлĕ. Ăна штрафсене тÿлемен çынсене саккунлă майпа явап тыттарас тĕллевпе йĕркеленĕ.
- Административлă штрафа 60 кун хушшинче тÿлесе татман хушăра икĕ хут ытларах тÿлеттерме е 15 талăка административлă арестлеме, е 50 сехете яхăн тума тивĕçлĕ ĕçсене пурнăçлаттарма пултарĕç, - палăртнă ведомствăра.
Çул-йĕр йĕркине пăснипе çыхăннă штрафсем пурри çинчен информацие www.gosuslugi.ru порталти харпăр (личный) кабинетра тата республикăри патшалăх автоинспекцийĕн уйрăмĕсенче пĕлме пулать.
Автор:Инга Алексеева