Найти тему

Наркотиксемпе наркăмăшланнă тĕслĕхсем нумайланнă

Пушкăртстанра наркотиксемпе наркăмăшланнă тĕслĕхсем ÿсни палăрать. Регионти Роспотребнадзор кăçалхи январь-октябрь уйăхĕсенчи токсикологи мониторингне илсе кăтартнă.

Ведомствăн информацийĕ тăрăх, кăçалхи вунă уйăх хушшинче наркотик тытăмлă хутăшсемпе наркăмăшланнă 325 тĕслĕх тупса палăртнă (2022 çулхи январь-октябрь уйăхĕсенче 237 пулнă), вĕсенчен 171 тĕслĕхĕ вилĕмпе вĕçленнĕ (иртнĕ çулхи çак вăхăт тĕлне – 124). Республикăра наркотик тытăмлă хутăшсемпе наркăмăшланнă кăтарту 100 пин çын пуçне 8,0 çын тÿр килет (2022 çулхи январь-октябрь уйăхĕсенче – 5,9 çын), çав шутран вилĕмпе вĕçленнĕ тĕслĕх 100 пин çын пуçне 4,2 тÿр килет (2022 çулхи январь-октябрь уйăхĕсенче – 3,1).

Сиенлĕ хутăшсемпе наркăмăшланнă тĕслĕхсем Ĕпхÿ (214 тĕслĕх), Çтерлĕ (33), Октябрьский, Туймазă (6-шар), Белорецк (5), Салават (4), Нефтекамск (3), Пелепей, Кумертау (2-шер), Баймак, Бирск, Ишимбай, Мелеуз, Сибай, Учалă (1-шер) хулисенче, Благовещенск (4), Мелеуз, Чишма (3-шер), Кармаскалă (2), Пелепей, Белокатай, Белорецк, Благовар, Дуван, Зилаир, Учалă, Федоровка, Янаул (1-шер) районĕсенче тĕл пулнă.

Шăпах çав сăлтавпа республикăра сывлăхлă пурнăç йĕркине пропагандăлассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тăватă çул каялла республикăра «Урă ял» проект хута янă. Ăна ПР Пуçлăхĕн гранчĕпе пурнăçа кĕртеççĕ. Ун витĕмĕпе тĕрлĕ мероприятисем сахал мар пурнăçлаççĕ.