Иртнĕ çул ноябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче Çтерлĕ хулинче республика шайĕнче чăваш тĕрри уявне ирттерчĕç. Кăçал ăна Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологийĕн факультетĕнче паллă турĕç. Асăннă мероприятие йĕркелекенĕ – тутар тата чăваш филологийĕн кафедрин доценчĕ Лира Афанасьева. Чăваш уйрăмĕнчи студентсем «Эреш» фольклорпа театр студийĕн (ертÿçи – Е.И. Иванова, режиссерĕ Н. Е. Кобцева) юрăçисемпе пĕрле хĕр пĕркенчĕкне тĕрленине театрализаци мелĕпе кăтартса пачĕç. Ĕлĕк-авал туй пĕркенчĕкне качча кайма вăхăт çитнĕ хĕрпе унăн хĕр-тантăшĕсем тĕрленĕ. Тĕр тунă вăхăтра хăйне кура шăплăха путнă. Кашни тĕрĕçĕ туй пĕркенчĕкĕнче чунри илеме тата ал-ĕç ăсталăхне кăтартма тăрăшнă. Хĕрсем туй пĕркенчĕкне тĕрленĕ май темиçе тĕрлĕ çĕвĕпе усă курнă: ултă ура, хур шăлĕ, шăпчăк сăмси, кăпшанкă т.ыт. Чăваш хĕрĕсем пĕркенчĕке тĕксĕм хĕрлĕ, симĕс, кăвак, сарă тĕссемпе тĕрленĕ. Тĕп тĕс юратăва, пурнăçа, çулăма палăртакан тĕксĕм хĕрлĕ тĕс пулнă. Тĕрĕ çинчи символсем п