Çак кунсенче Пушкăртстанра 2023 çулхи тăхăр уйăх хушшинчи ял хуçалăх комплексĕнчи ĕç ăмăртăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă. Правительство хушăвĕпе агропромышленность комплексĕнчи ĕç ăмăртăвĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă Пушкăртстан Республикинчи муниципаллă районсене, чи пултаруллă ĕçченсене дипломсемпе тата укçан премипе чысланă. «Профессире чи лайăххи» Диплома тата ПР Правительствин премине Пелепей хулинчи «РемДизельСнаб» ял хуçалăх техникине юсакан тулли мар яваплăхлă обществăн ертÿçи Геннадий Анатольевич Кузнецов та тивĕçнĕ. «РемДизельСнаб» ТОСЭР – «Пелепей резиденчĕн» производство лапамĕ. Асăннă предприяти ял хуçалăх техникине юсас ĕçе пурнăçлать. Агропромышленность комплексĕнче вăй хуракансем çулленех ку чухнехи техникăна туянма тăрăшаççĕ. Йывăр çĕр ĕçне тимĕр те чăтаймасть тенĕ пек, çĕнĕ пулин те ăна та юсамалли тупăнать. Ял хуçалăх предприятийĕсенче вара 20-30 çул каялла усă курнă кивĕ техника та тем чухлех. Вĕсене тĕпрен çĕнетме тивет. Ял хуçалăхĕсене çак ĕçре тĕп пулăшаканĕ – Пелепей хул