Найти тему

Çтерлĕ хулинче Геннадий Челпирĕн "Çемье ăшши" кĕнекен хăтлавĕ иртрĕ

Ҫтерлӗ хулинчи Туслӑх ҫуртӗнче ноябрь  уйӑхӗн 18-мӗшӗнче  РФ тата ЧР  Писательсен союзĕн членĕ, Фатих Карим ячĕллĕ премин лауреачĕ, паллă чăваш поэчĕ, драматург, Çтерлĕри Ленин ячӗпе хисепленекен заводра вӑй хуракан Геннадий Челпир «Ҫемье ӑшши» ятпа тухнӑ ҫӗнӗ, улттăмӗш кӗнекипе паллаштарчӗ.

Геннадий Челпир (Тимофеев) поэтăн ячĕ Пушкăрстанри чăвашсен хушшинче çеç мар, пĕтĕм чăваш халăх хушшинче сарăлнă ят. Унăн сăввисем тĕрлĕ хаçат-журналсенче, альманахсенче пичетленнĕ. Чăваш композиторĕсем унăн сăввисем тăрăх нумай юрă кĕвĕленĕ, çав юрăсем тĕрлĕ-тĕрлĕ концертсенче, радиопа телекурăмра час-часах янăраççĕ, тĕрлĕ программăсене илем кÿреççĕ. Челпир çырнă сăвăсем çепĕç, тарăн шухăшлă, çыннăн чунне кайса тивеççĕ, тарăн шухă путараççĕ.

Сăмах ăсти тĕрлĕ жанрсемпе ĕçлет. Сăвăсемсĕр пуçне драматурги анинче тухăçлă тăрăшать, баллада, юмах, сонетсем çырать. Авторăн сăвă шăрçалас ăсталăхĕ кунран-кун ÿссе пырать. Чун туртăмĕ, ăшри кăмăл-туйăм вăл çыракан сăвăсенче вырăн тупать, калас тенĕ сăмахсем çутçанталăк пулăмĕсене, кунтан-кун улшăнса пыракан пурнăç утăмĕсене уçса параççĕ. Творчества парăнса ĕçлекен çынсем уйрăмах сисчевлĕ, пурне те курса ăша хывса пыранакансем.

«Шуратăл» литература пĕрлешĕвĕ тăван литературăна пуянлатма пулăшать. Çав пĕрлешÿре пултаруллă поэтсемпе писательсем сахал мар. Вĕсем студентсем, вĕренекенсем патне те килсех çÿреççĕ, тăван сăмаха юратма, сарма, аталантарма хавхалантараççĕ. Тăван чĕлхемĕршĕн тăрăшакансем пур чухне вăл малалла та аталанса пырасса шанса тăрас килет.  Геннадий Челпир шуратăлçăсен хастарĕсенчен пĕри. Тĕрлĕ тĕлпулусене ачасемпе те, студентсемпе те хула-ялсенче иртекен культура мероприятиĕсенчен юлмасть, мĕн пур çĕре ĕлкĕрет, унта хăйĕн хайлавĕсемпе паллаштарать, алла гитара илсе юрăсем шăрантарать.  Вăл -  Çтерлĕ хулинче чãвашсен культура пĕрлĕхĕ ирттерекен мероприятисенче пĕрремĕш пулăшакан та, йĕркелÿçĕ те. Турă панă таланта, савăнăçпа кăмăллăх туйăмне куракансене тата итлекенсене  чунне уçса парнелет.

Кĕнеке хăтлавне  Пушкӑртри Чӑвашсен наципе культура пӗрлешӗвӗн, чӑваш наципе культура автономин пайташӗсем, "Телей" юрă ансамблĕ (ертÿçи – Владимир Осипов), Авӑркас районӗнчи Меселпуç ялӗнчен сумлă Иван Васильевичпа Людмила Исааковна Ефимовсем, вӗсен хӗрӗ Алина Ивановна, Ҫтерлӗ районӗнчи Усӑллӑ ялӗнчен Ольга Патраева вулавăш ĕçченĕ килчӗҫ, "Боевое братство" ветерансен пӗрлӗхӗн пайташӗ М. С. Трифонов, студентсем хутшăнчĕç.

Хӑтлава Çтерлĕ хулинчи ЧНКА ертÿçи Оксана Федорова уҫрӗ. Вăл пирĕн чаплă ентешĕн пултаруллăхĕпе, обществăра илсе пыракан ĕçĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Геннадий Васильевич ҫӗнӗ кӗнекене алла илсе сӑвӑсем мӗнле ҫурални çинчен каласа пачĕ, хӑш-пӗрисене пухăннă халăх умĕнче вулама кăмăл турĕ. Геннадий Васильевич пултарулӑхӗ ҫинчен В. Е. Никитина, поэтесса, Н.П. Емельянова, О. С. Патраева,  И. В., Л. И.Ефимовсем Алина Ивановна, Л. И. Маркина, О.А. Иванова, Н. В. Яковлева ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ. Чӑннипе те пултаруллӑ, сӑпайлӑ, чӑн чӑваш арӗ ҫинчен сӑмахӗсем те ҫыпӑҫсах пыраҫҫӗ.  "Телей" юрӑ ансамблӗ Геннадий  Челпир сӑввипе ҫырнӑ "Тетӗрпуҫ ҫутисем" юрра шӑрантарчӗ, Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕри филиалĕнчи чӑваш уйрӑмӗнче 2-мӗш курсра вӗренекен Ольга Никитина Александр Савельев-САСӑн «Тăван ял» сӑввине вуласа пачӗ. Хӑтлав ҫӳллӗ шайра иртрӗ, чунра ӑшӑ туйӑмсем ҫуратрӗ, малалла ӗҫлесе пурӑнма хавхалану ҫуратрӗ.  Уяв техӗмлӗ чей ӗҫнипе вӗҫленчӗ.

Калас сăмаха вара Пушкăртстан Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виталий Енĕш çыравçă сăмахĕсемпе вĕçлес килет: «Геннадий Челпир сăввисенче паянхи кăткăс пурнăç ÿкерчĕкĕсем уçăмлăн, курăнмалла тухса тăраççĕ. Унăн сăввисем сăнарлă та янăравлă, калас тенĕ шухăшсен таппийĕ сисĕмлĕ».

«Поэзи хĕлхемĕ ун кăкринче улĕм те ан сÿнтĕрччĕ, сар хĕвелпе çут тĕнче илемĕ ăна çĕнĕрен çĕнĕ сăвă-юрă çырма çунатлантарса тăтăрччĕ»,  – тесе çырать тепĕр сăмах ăсти Пётр Андреев, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

ПР Чăвашсен пĕрлешĕвĕн пресс-служби

-2