Пелепей тăрăхĕнчи Приютово поселокĕ республикăри чи пысăк поселоксенчен пĕри шутланать. Кунта 20 пине яхăн çын пурăнать. «Пушкăрт картишĕсем» республика программипе килĕшÿллĕн Первомайский, К.Маркс, ВЛКСМа 50 çул урамсенчи тата Мир бульварĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсен территорине тирпей-илем кĕртнĕ.
Пушкăртстан Республикинчи Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствинче картишсене асфальт сарнине, машинăсем тăратма вырăнсем тунине пĕлтернĕ. Унсăр пуçне сукмаксене тротуар плиткăсемпе çĕнетнĕ, саксемпе урнăсем вырнаçтарнă, çутăпа тивĕçтернĕ. Çавăн пекех паянхи саманана тивĕçтерекен ача-пăча тата спорт лапамĕсем туса лартнă.
- Картишсем куç умĕнчех улшăнчĕç. Çак улшăнусем пире савăнтараççĕ, - тенĕ Первомайский урамри 14№ çуртра пурăнакан Зоя Нигаметзянова.
Кăçал Пушкăртстанра 206 «пушкăрт картишне» хута ярĕç. Республика бюджетĕнчен асăннă программăна пурнăçа кĕртме 1,27 млрд тенкĕ уйăрнă.