Найти в Дзене

Анжелика Парфенова Уйăх çине «вĕçĕ»

Çтерлĕ хулинче çуралса ÿснĕ Анжелика Парфенова Уйăх çине вĕçмелли имитаци-эксперимента хутшăнать. Ултă çынран тăракан экипажа изоляцилессипе çыхăннă SIRUS-23 эксперимент ноябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Мускав хулинче пуçланнă. Вăл пĕр çулталăка тăсăлĕ тесе пĕлтернĕ медицинăпа биологи ыйтăвĕсене тĕпчекен институт.

Уйăх çине пилĕк Раççей çынни (Юрий Чеботарев экипаж командирĕ, Анжелика Парфенова бортинженер, Ксения Орлова тухтăр, Ксения Шишенинăпа Рустам Зарипов тĕпчевçĕсем) «вĕçĕç». Унсăр пуçне эксперимента Белорусси представителĕ Ольга Мастицкая хутшăнĕ.

Сценарине уйăх миссийĕ йĕркелени, çăк турттаракан карапсемпе тĕл пуласси, анса ларма вырăн шыраса тупас тĕллевпе спутник йĕри-тавра вĕçсе çаврăнни, уйăх çине экипажăн темиçе çынни анни кĕнĕ.

Эксперимент валли ятарлă виртуаллă чăнлăх пайĕсенчен тăракан скафандрсем хатĕрленĕ. Экипаж вĕсемпе усă курса Уйăх çине тухĕ.

Пирĕн ентешĕмĕр Мускаври авиаци институтне пĕтернĕ, «вĕçев аппарачĕсен тĕрĕслевĕ» специальноçа алла илнĕ хыççăн Рязань облаçĕнчи Сасово хулинчи вĕçев училищинче пилота вĕреннĕ. Унччен маларах «Хабаровскри авиалини» авиакомпанинче L-410 самолет çинче иккĕмĕш пилот пулса ĕçленĕ.

- Космоса вĕçесси мĕн иккенне хальлĕхе пĕлместĕп. Танлаштарма кăна пултаратăп. Ман шутпа, летчик-пилот тата космонавт профессийĕсем ырă енсемпе тата интереслĕ пулăмсемпе пуян, - палăртнă Анжелика Парфенова.