Пушкăртстан Республикинчи Регина тата Рустам Абдракиповсене çемье хаклăхĕсене çирĕплетес тата ачасене тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн «Ашшĕ-амăш мухтавĕ» орденпа наградăланă.
«Ашшĕ-амăш мухтавĕ» орденăн медалĕпе Айгуль тата Ильдар Галиевсене чысланă.
Раççей Президенчĕн указне право информацийĕн официаллă порталĕнче пичетленĕ. Владимир Путин 2024 çула Раççейре Çемье çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.