Найти в Дзене

Мăшăрне вĕлернĕ арçынна вăйпах сипленме ярĕç

Учалă район сучĕ Комсомольск ялĕнче пурăнакан 71 çулхи арçын тĕлĕшĕпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухнă. Тивĕçлĕ канури арçынна «çын вĕлернĕшĕн» статья тăрăх айăплаççĕ.

РФ Шалти ĕçсен министерствин Пушкăртстанри уйрăмĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи июнь уйăхĕнче мăшăр килĕнче пулнă. Упăшки тем самантра (пуçĕ ĕçлеме пăрахнă-ши) аллине хăйра чулĕ илнĕ те унпа хĕç-пăшал вырăнне усă курса арăмне çапма, аллипе, урипе хĕнеме-тапма тытăннă. Хĕрарăм суранĕсене пула инкек пулса иртнĕ вырăнтах вилсе кайнă.

Суд ларăвĕнче арçын айăпне йышăнман. Вăл арăмĕ сывă тесе каланă.

Судпа психиатри экспертизин пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, айăпланакана вăйпах психиатри пулăшăвĕ паракан вырăнти медицина организацине сипленме ярĕç. Постановлени саккунлă вăя кĕнĕ.