Туй – питĕ илемлĕ те пĕлтерĕшлĕ уяв. Çак кун юратупа, илемпе тулли. Юнашар – юратакан тăвансемпе юлташсем. Чи хитри – мăшăр алла-аллăн тытăнса çăмăл мар пурнăç çулĕпе пĕрле утни. Аллă çул юратупа килĕшÿре пурăнакан телейлĕ мăшăр вара хавхаланупа хисеп туйăмĕ çуратать. Мияки районĕнчи Еспуç ялĕнчи Андрей Яковлевичпа Людмила Яковлевна Макаровсем çур ĕмĕр пĕрле пурăнса пĕр-пĕрне юратнине, хисепленине, шаннине çирĕплетеççĕ.
Епле пуçланнă-ха çемьен «ылтăн» историйĕ? Пирĕн сăнарсене ăнсăртлăх паллаштарнă. Вĕсем иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчех тĕл пулнă, халĕ те манăçми саманта ас тăваççĕ. Çамрăк çеç Андрей клуба ташă каçне килнĕ те темĕн чухлĕ хĕр хушшинче ытармалла мар илемлине асăрханă. Çырă çÿçлĕ Людмила питĕ сăпайлă пулнă. Вĕсем пĕр-пĕрне пĕрре курсах юратнă. 1970 çулта Андрее салтака илсе кайнă, Людмила ăна икĕ çул хушши кĕтнĕ. Çартан таврăннă хыççăн 1973 çулта каччăпа хĕр туслă та çирĕп çемье çавăрнă. Çамрăксем вăл вăхăтра шух пулнă: юрланă, ташланă, çĕнĕ çынсене лашапа ярăнтарнă. Икшер кун савăннă.
Макаровсен çемье пурнăçĕ хăй черечĕпе пынă: виçĕ ача, икĕ хĕр те пĕр ывăл, çуратса ÿстернĕ. Халĕ ĕнтĕ Андрей Яковлевичпа Людмила Яковлевна – тимлĕ асаттепе асанне, кукаçипе кукамай. Вĕсене тăватă мăнук тата пĕр кĕçĕн мăнук пурри савăнтарать.
– Пирĕн аттепе анне пысăк тимлĕхе тивĕç. Эпир вĕсене питĕ хисеплетпĕр, юрататпăр. Пысăк тав хаклă çыннăмăрсене пуриншĕн те. Тайма пуç! – тав тăваççĕ ачисем ашшĕпе амăшне.
«Ĕмĕр сакки сарлака», – теççĕ мĕн авалтан халăх хушшинче. Çак çемье пурнăçĕнче те йывăрлăхсемсĕр пулман, анчах мăшăр пĕрле пурне те çĕнтерме пултарнă.
Андрей Яковлевичăн киленĕвĕсем тĕрлĕрен. Вăл сад-пахчапа интересленет. Хăй каланă тăрăх, çакă ăна хавхалану туйăмĕ парнелет. Çавăн пекех Яковлевсем çул çÿревре пулма юратаççĕ, кăмпа-çырла татма кăмăллаççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ çемье пуçĕн пур пуçарăвне те ырласа йышăнать, вĕсене пурнăçа кĕртме пулăшать. Çемье пуçĕ пурнăçри çитĕнĕвĕсемшĕн мăшăрне чунтан тав тăвать.
Халĕ Андрей Яковлевичпа Людмила Яковлевна иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура.
– Ачасемпе мăнуксем – пирĕн савăнăç, мăнаçлăх тата тĕрек, – теççĕ ватă çынсем кашнин пирки сăмах хускатнă май. – Аслă хĕр Алеся Уренгой хулинче вĕрентекен пулса ĕçлет, Людмила – библиотекарь, Александр Çтерлĕ хулинчи шкулсенчен пĕринче вĕрентекен пулса вăй хурать. Аслă мăнук Владимир Ишимбай хулинчи нефть колледжне пĕтернĕ, БСК (Пушкăртстанри сода компанийĕ) акционерсен обществинче оператор пулса ĕçлет. Ытти мăнуксем шкулсенче вĕренеççĕ. Эпир – телейлĕ çынсем.
Аллă çул – самай пысăк тапхăр. Апла пулин те вăл хăвăрт иртсе кайнă. Асра чи телейлĕ, çутă самантсем çеç. Пĕрле тивĕçлĕн парăнтарнă йывăрлăхсем вара манăçа тухнă.
Юрату, шанчăклăх... Вĕсем ылтăн юбилярсен çемье пурнăçĕшĕн кирек хăçан та çирĕп тĕрев шутланнă, халĕ те çавăн пекех. Ахальтен мар асăннă уявăн тĕп палли ĕмĕрлĕхе пĕлтерекен ылтăн пулса тăрать. Çемье çавăрма шутлакан паянхи çамрăксемшĕн çакă чăн-чăн тĕслĕх.
Людмила МАКАРОВА.
Мияки районĕ, Еспуç ялĕ.