Пушкăртстан Республикинчи Халăхсен туслăх çурчĕ ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли гуманитари пулăшăвĕ яма хатĕрленĕ. Пулăшăва комплектлама республикăри чăваш общество организацийĕсем те хутшăннă.
Октябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче ПР чăваш наципе культура автономийĕ тата ПР чăваш культура обществи посылкăсене вырăна çитернĕ. Çавăн пекех ПР чăвашсен «Канаш» регионти общество организацийĕ те акцие хутшăнса ырă пуçару тунă. Пулăшăва комплектлама виçĕ чăваш пĕрлĕхĕсен хастарĕсем укçа-тенкĕ енчен пулăшу панă.
Самах май, çак кунхине Пушкăртстан Республикинчи чăвашсен Канашĕн Президиум ларăвĕ иртнĕ. Унта кун йĕркипе çирĕплетнĕ ыйтусене туллин пăхса тухнă. Ку хутĕнче ларăва ПР чăваш культура обществин ертÿçи Ю.П. Михайловпа Ĕпхÿри чăваш наципе культура автономин ертÿçи В.Ф. Иванов хутшăннă.
Ирида МАТНИЯЗОВА.