Республикăра чăвашсен пĕртен-пĕр кăларăмне «Урал сасси» хаçата 2024 çулхи пĕрремĕш çур çула çырăнтарас тапхăр малалла пырать. Çак ĕçре пире, редакци ĕçченĕсене, чăваш хастарĕсем те май пур таран пулăшма, вĕсем хăйсен чун-чĕре ăшшине ыттисемпе пайлама тăрăшаççĕ. «Ырă кăмăллăх вăл – пĕчĕк паттăрлăх, анчах та унăн çимĕçĕ пĕчĕк пĕрчĕрен ÿссе çитĕннĕ çимĕç паракан йывăçпа танах. Çакăн пек этем чăн-чăн çын пулать», – тенĕ хăй сăмахĕнче Мускав тата пĕтĕм Раççей патриархĕ Кирилл. Ку чăнах та çавăн пек.
Акă, ПР чăвашсен Канашĕн чăваш чунлă та ырă кăмăллă ертÿçине Ирина Сухаревана илер. Ирина Витальевна асăннă кăларăма халăх хушшинче сарассишĕн тăрăшать çеç мар, ăна хăйĕн пĕлĕшĕсене, тус-тăванĕсене те парне туса çырăнать. Çак кунсенче вăл «Урал сассине» П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕ валли те çулталăках çырăнса пачĕ.
Тепĕр ырă чăваш, паллă курăкçă Михаил Викторович Гордеев вара çичĕ экземпляр «Урал сасси» çырăнса «Нарспи» ансамблĕн ветеранĕсене парнелерĕ.
Çавăн пекех Пишпÿлек районĕнчи