Пушкăртстан Пуçлăхне Радий Хабирова пулас çулпа паллаштарнă. Ăна темиçе тапхăра пайласа тума палăртнă.
Ишимбайпа Бурзян районĕсене çыхăнтаракан çĕнĕ асфальт çула тăватă тапхăра уйăрса çĕклеме планланă. Унăн пĕр пайне çĕнĕрен хăпартмалла пулать, хăш-пĕр пайĕсене, киввисене, реконструкцилеме тÿр килет. Ĕнер, ноябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Радий Хабиров тума палăртнă çулăн строительство лапамĕнче пулнă. Строительсем çывăх вăхăтра 8 çухрăма тăсăлакан объект çинче ĕçлеме тытăнмалла. Çул Макар ялĕнчен пуçласа Кулгино еннелле кайĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç хакĕ 300 млн тенкĕпе танлашать. Çак укçа-тенке 2024 çулта регион бюджетĕнче палăртнă. Строительсво ĕçĕсен юлашки тапхăрĕнче çула Белорецк районĕнчи Çÿлти Авзян ялĕпе çыхăнтарĕç. Макарпа Кулгино хушшинчи çула 2027 çулта хута ямалла.
Пĕтĕмĕшле комплекслă ĕçсене кунта 2030 çулта вĕçлемелле. Çапла майпа асфальт çул Ишимбай районне Бурзян тата Белорецк районĕсемпе çыхăнтарĕ. Çĕнĕ çул чăн малтан вырăнти халăхăн транспорт çыхăнăвне лайăхлатĕ тата Пушкăртстанри туризм юхăмне аталантарма пулăшĕ.