Найти тему

Виççĕн йĕкĕреш çуралнă

Ĕпхÿ хулинчи республикăри перинаталлă центрта çут тĕнчене виçĕ йĕкĕреш килнĕ: икĕ хĕр ача тата арçын ача.

Пулас нумай ача амăшне йывăрĕн виççĕмĕш эрнинчех йĕкĕреш çураласси пирки пĕлтернĕ. Тепĕр çур уйăхран виçĕ йĕкĕреш пулать тенĕ. Пепкесем срокчен кăшт маларах, 35 эрнерен, çуралнă. Ку планпа палăртнă операци шутланать.

Малтанхи виçĕ талăкра ачасен ÿпкисене искусствăллă майпа сывлаттарнă. Тăватă талăкран ачисене амăшĕ патне илсе килнĕ. Тухтăрсемпе медсестрасем асăрхаса тăнипе пĕчĕкскерсем ÿт хушнă.

БСТ телеканал пĕлтернĕ тăрăх, телейлĕ ашшĕпе амăшĕ хĕр ачисене ятсем суйлама ĕлкĕрнĕ те. Вĕсене Ангелина тата Афина тесе чĕнĕç, арçын ачине ят шутласа тупман-ха.