Найти тему

Ирина Аглеева – «Такыя» ача-пăча наци костюмĕн ăстаçисен Пĕтĕм тĕнчери ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи

Пишпÿлек салинче пурăнакан Ирина Аглеева «Ача-пăча тумне авторла уçса пани» номинацире палăрса I степень Дипломне илме тивĕçнĕ. Унсăр пуçне алĕç ăстине 30 пин тенкĕлĕх сертификат та парса хавхалантарнă.

Октябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче «Такыя» ача-пăча наци костюмĕн ăстаçисен Пĕтĕм тĕнчери конкурсĕ пĕрремĕш хут иртнĕ. Унта Раççей регионĕсенчен тата çывăхри чикĕ леш енчи çĕршывсенчен пултаруллă тумтир дизайнерĕсем хутшăннă.

Ирина Аглеева Пишпÿлек салинчи культура çуртĕнче «Булавка» тĕслĕхлĕ мода студийĕн ертÿçи пулса тăрăшать. Алĕç ăсти конкурсăн темиçе тапхăрĕ витĕр ăнăçлă тухса «Ача-пăча тумне авторла уçса пани» номинацире çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ.

Йăх-несĕлĕн вăйĕ ĕлĕкхи чăваш эрешĕнче. Ирина Аглеева çĕленĕ кĕпесем çинче шăпах ăна сăнланă та. Пишпÿлек пикисен тумĕсене алăпа çĕленĕ, анчах эрешĕсене çĕвĕ çĕлемелли машинапа тунă.

Ăмăртакансем конкурса хăйне евĕрлĕ наци тумĕсем тăратнă: йăлана кĕни, паянхи саманана тивĕçтерекенни, сцена çине тăхăнса тухмалли, çавăн пекех этнографи (ăна архивсенчи, уйрăм тата музейсенчи материалсемпе усă курса çĕнетнĕ). Ăстаçăсен ĕçĕсенче йăлана кĕнĕ, пĕр-пĕр региона уйăрса тăракан эрешсене курма пулнă. Конкурс Раççейре тата çывăхри чикĕ леш енче пурăнакан халăхсен наци колоритне уçса панă.