Октябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинчи «Пушкăртстан» патшалăх концерт залĕнче «Раççейĕн пуласлăхĕ çинчен шухăшлани – пирĕн ăрусен хаклăхĕсем» çамрăксен форумĕ иртнĕ.
Ăна йĕркелекенсем Пушкăртстанри Вырăссен соборĕ, ПР Халăхсен туслăх çурчĕ пулнă. Форума республикăри тĕрлĕ халăхсен çамрăкĕсем хутшăнчĕç. Çав шутра Пушкăртстан Республикинчи Чăваш çамрăкĕсен пĕрлĕхĕн хастарĕсем Татьяна Родионовапа Илья Никитин та.
Мероприяти программи питĕ анлă пулчĕ. Кун тăршшĕпех çамрăксем Пушкăртстанăн паллă та пысăк çитĕнÿсем тунă политикĕсемпе, усламçисемпе, общество деятелĕсемпе тĕл пулчĕç. Çавăн пекех вĕсем проект сессийĕсенче хăйсен малашлăхне проекта кĕртсе пурнăçламалли тĕрлĕ кăсăк та хăйне евĕрлĕ мелсемпе паллашрĕç, мастер-классене хутшăнчĕç.
Форума çамрăксем валли йĕркеленĕ этно-дискотека вĕçлерĕ.
Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн пресс-служби.