Найти в Дзене

Пушкăртстанри пысăк предприятие 4800 ĕçлекен çын кирлĕ

Республикăри чи пысăк предприятисенчен пĕри «ОДК-УМПО» (Ĕпхÿри моторсем тăвакан производство пĕрлешĕвĕ) паянхи самана ыйтакан профессисемпе 4800 ĕç вырăнĕ уçăлни пирки пĕлтернĕ.

Çакă предприяти хăвăрт аталаннипе çыхăннă. Çитес çул асăннă предприятире туса кăларакан продукци калăпăшĕ 1,6 хут ÿсет тесе палăртаççĕ. Сериллĕ производство аталанать, çар, граждан тата транспорт авиацийĕ валли çĕнĕ изделисем, вертолет, индустри двигателĕсем тăвасси ÿссе пырать.
– Пире 2028 çулчченех заказсемпе «тиесе» тултарчĕç. Çавăнпа та хамăр коллектива ĕç опычĕ пуррисене, хăнăху çуккисене те, йышăнма хатĕр.Вĕренÿ центрĕнче хамăр вĕрентетпĕр, – тет компани уравляющийĕ Евгений Семивеличенко.
Мĕнле специалистсем тата мĕн чухлĕ кирлĕ?
– Анлă профильлĕ станочниксем – 900 ытла çын;
– Хисеппе программăланă управлениллĕ станоксен операторĕсем – 700 ытла çын;
– Механика пуçтаракан слесарьсем – 600 ытла çын;
– Контролерсем – 300 ытла çын.
Çавăн пекех токарьсем, фрезеровщиксем, шлифовщиксем, сверловщиксем, наладчиксем, литейщиксем тата ыт. те кирлĕ.
Мĕн чухлĕ тÿлеççĕ?
Ĕç укçи квалификацинчен тата пурнăçланă ĕçĕн калăпăшĕнчен килет. Сăмахран, 6-мĕш разрядлă рабочи сакăр сехетлĕ ĕç кунĕнче уйăхне 100 пин тенкĕ таран илĕ. Предприяти ытларах ĕçлекенсене икĕ хут нумайрах тÿлĕ. Унсăр пуçне социаллă пакета апатланнăшăн паракан дотаци те (комплекслă апат хакĕн 80%) кĕрет, ĕçе кайма тата унтан таврăнма тÿлевсĕр корпоративлă транспорт уйăраççĕ. Вахта автобусĕсем Ĕпхÿ тăрăх çÿреççĕ, çавăн пекех ĕçлекенсене Шакшаран, Иглинопа Благовещенскран турттараççĕ.
Пĕрлешÿре вăй хуракансен ĕç укçин шайне Çурçĕрте вахта мелĕпе ĕçлекенсеннисемпе танлаштарма пулать. Çав вăхăтрах килтен ниçта та кайма кирлĕ мар, ку – пысăк пахалăх. Вăл мĕнре палăрать:
– сменăсем хушшинче ĕç чарăнса тăни çук;
– 100 пин тенкĕлĕх ĕç укçине уйăхне икĕ хутчен пайласа параççĕ;
– ĕçе Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕпе килĕшÿллĕн вырнаçтараççĕ: тÿлевлĕ отпуск, больничнăй, пенси, медицина тата социаллă страхлав фончĕсене укçа хурăнать;
– эсир çемье пурнăçне хутшăнатăр тата ачăрсем мĕнле ÿснине куратăр;
– климат условийĕсем хăвăрт улшăнни, пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçса çÿренипе çыхăннă йывăрлăхсем çук.
Ĕпхÿ хулине куçас пулсассăн ăçта пурăнмалла?
Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансене хăйсем патне явăçтарас тесе УМПОра пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннă пулăшу мелĕсене хатĕрленĕ. Сăмахран, завод общежитийĕнче пурăнма е хваттер тара тытма, тÿлевĕн пĕр пайне (13 пин) предприяти хăй çине илет. Тепĕр вариант та пур – ипотека е пуçламăш ипотека взносне тÿлесе татма 200 пин таран процентсăр заем илме май пур.
– Çавăн пекех пирĕн предприяти çурт лартма йышăну турĕ, – тет ОДК-УМПО ертÿçи Евгений Семивеличенко. – Ăна 2025 çулта хута яма палăртаççĕ. Асăннă çуртри хваттерсемпе пÿлĕмсене предприятие ĕçе кĕме шут тытнă ĕçченсемпе Производствăпа вĕрентÿ центрĕнче вĕренекенсене парĕç. Пурăнмалли кĕтесе тара тытнăшăн тÿлессине завод хăй çине илĕ.
Ĕçлес килет, анчах кирлĕ пек специальность çук. Мĕн тумалла?
Ĕçе кĕрес текенсен ĕç опычĕ, ятарлă пĕлÿ илнине çирĕплетекен хут, кирлĕ пĕлÿ çукки предприятишĕн чăрмав мар. Кунта квалификациллĕ рабочисене çеç мар, специальноçсăр ĕçченсене те, профессийĕсене улăштарма шутланисене те йышăнаççĕ. Предприяти территорийĕнче производствăпа вĕрентÿ центрĕ ĕçлет, унта мастерсем тÿлевсĕрех производствăра кирлĕ рабочи профессийĕсене вĕрентеççĕ. Тĕслĕхрен, 4-10 уйăх хушшинче токарь, фрезеровщик, шлифовщик, сверловщик профессийĕсене алла илме пулать.
Енчен те эсир кăштах вăй хурас тата вĕрентĕве икĕ çул уйăрас тетĕр пулсан тÿрех пилĕк профессие (мультиквалификаци) алла илме пултаратăр: анлă профильлĕ станочник (токарь, фрезеровщик, шлифовщик, сверловщик), программа управленийĕ вырнаçтарнă станоксен операторĕ, программа управленийĕ вырнаçтарнă станоксемпе манипуляторсен наладчикĕ, станок тата слесарь ĕçĕсен контролерĕ.
Пур вĕрентÿ те паянхи самана ыйтнине тивĕçтеркен станоксем çинче тата кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтернĕ лабораторисенче иртет. Вăл виçĕ тапхăра пайланать: суйласа илнĕ профессипе çыхăннă теори пĕлĕвĕ илесси, производствăпа вĕрентÿ центрĕнче вĕрентÿ практики, цехра стажировка иртесси. Вĕрентÿ центрĕнче пĕлĕве ÿстерекенсене 36 пин тенкĕ стипенди уйăраççĕ, тÿлевсĕр апатпа тивĕçтереççĕ, общежитинче пурăнма вырăн параççĕ. Аслă пĕлÿ илес текенсем УМПО çумĕнчи Ĕпхÿ наукăпа технологисен университетĕнче куçăн тата куçăн мар мелпе вĕренме пултараççĕ. Е направленипе Ĕпхÿри аслă шкулсене кĕме пултараççĕ.
Тÿлевсĕр вĕренме кĕрес тесен?
Ун валли ятарлă йĕркесем пур: вĕренме кĕрес текенсен ÿсĕмĕ – 18 çултан пуçласа 45 çул таран пулмалла, вăтам, тулли/вăтам професси пĕлĕвĕ кирлĕ. Эсир çак требованисене тивĕçтеретĕр пулсан umporabota.ru сайта заявка яма е 8 (347)239-56-95 е 8-919-600-28-14 номерсемпе шăнкăравлама пултаратăр. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăн сире тÿрех ĕçе илĕç.
«ОДК – Ĕпхÿри моторсем тăвакан производство пĕрлешĕвĕ» – Раççейри авиаци двигателĕсене хатĕрлекен тата туса кăларакан чи пысăк производительсенчен пĕри. «Ростех» Патшалăх корпорацийĕн Двигательсем тăвакан пĕрлешÿллĕ корпорацине кĕрет. Хальхи вăхăтра кунта 24 пин çын тăрăшать.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.