Октябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче Совет Союзĕн Геройне Николай Спиридонович Павлова тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене халалланă пулас музей çывăхĕнче танксене тĕп тумалли 85 миллиметрлă артиллери туппине (пушкине) вырнаçтарчĕç. Çак ĕçе Н.С. Павловăн ывăлĕ Анатолий Павлов пуçарăвĕпе тата Пелепей район администраци пуçлăхĕ Азат Сахабиев тата Слакпуç ял хутлăхĕн администраци пуçлăхĕ Дмитрий Андреев пулăшнипе пурнăçлама пултарнă. Ăна Совет Союзĕн Геройĕн Н.С. Павловăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи паттăрлăхне асра тытса вырнаçтарнă. Николай Спиридонович хăйĕн расчечĕпе вуншар нимĕç танкне, куçса çÿрекен артиллери хатĕрĕсене тĕп тунă.
Танксене пĕтермелли туппа Курган облаçĕнчен илсе килнĕ. Артиллери орудине вырнаçтарас ĕçе Слакпуç ял çыннисемпе вырăнти шкултан вĕренсе тухнă выпускниксем Леонид Павлов, Валерий Иванов, Анатолий Емельянов, Николай Тимофеев, Николай Иванов, Виталий Васильев, Владислав Павлов, Алексей Павлов, Максим Моторин, Анатолий Ива