Найти тему

Вĕсем çынсене савăнăç парнелеççĕ

Октябрь уйăхĕн вĕçĕнче Кармаскалă районĕнчи Сихун ялĕнче пултарулăх сезонне уçассине халалланă мероприяти иртрĕ. Унта килнисем хăйсен пушă вăхăтне хаваслă ирттерме, клуб учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма, тĕрлĕ пултарулăх пĕрлĕхĕсене çырăнма пултарчĕç.

«Çеçпĕл» фольклор ушкăнĕпе Мария Максимова, Екатерина Алексеева, Анна Матвеева, Елена Мустафина уйрăм юрлакансен кружокĕн хастарĕсем хăйсен юратнă юррисене шăрантарчĕç. Библиотека ертÿçи Г.Г. Федорова хăйĕн ĕçĕ çинчен каласа пачĕ, кăмăл пуррисене интереслĕ литература патне çеç мар, тĕрлĕ мероприятисене те йыхравларĕ.
Культура çуртĕнче çулталăк тăршшĕпе тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ, кашнин вара хăйĕн кураканĕ. Куракансем тĕрлĕрен, анчах артистсен йышĕ нумай мар. Вĕсен пур мероприяти тĕлне те килĕшÿллĕ репертуар хатĕрлеме тÿр килет.
Çавăнпа та пултарулăх ушкăнĕсен участникĕсене пурне те пархатарлă ĕçшĕн, вĕçĕмсĕр репетицисемпе час-час иртекен концертсене хастар хутшăннăшăн чунтан тав тăватпăр. Чун апачĕ валли вăхăтне те тупмалла, çемьене те, килти ĕçсене вăхăтлăха пăрахса хăварма тивет. Çак çынсем культура учрежденине хăйсен пултарулăхне кăтартма, çынсене савăнăç парнелеме çÿреççĕ.
Екатерина АЛЕКСЕЕВА, Елена МУСТАФИНА
клуб ĕçченĕсем.
Кармаскалă районĕ,
Сихун ялĕ.