Россельхознадзорăн регионти управленийĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Пелепейре туса кăларакан сырăн пиллĕкмĕш партине Серби Республикине экспорта ăсатнă.
- Çу шайĕ 45% танлашакан вун тăхăр тонна «Гауда» сырăн экспорта хатĕрленĕ партине тĕрĕслесе Серби Республикине ăсатнă. Ветеринари надзорĕн специалисчĕсем РФ Патшалăх чиккинче тата транспорт çинчен суйласа илнĕ хытă сырăн тĕслĕхĕсене Брянск хулинчи «Выльăхсен сывлăхне упракан федераллă центр» патшалăх бюджет учрежденийĕн филиалĕнче тулли лаборатори тĕрĕслевĕ ирттернĕ, - каласа панă ведомствăра.
Сыр туянакан çĕршыв ыйтнипе тунă микробиологи тĕпчевĕ сĕт продукцийĕнче антибиотиксем, митотоксин, наркăмăш элеменчĕсем, радионуклидсем, нитратсем, пестицидсем, ГМО пуррине палăртман.
- Тĕпчев кăтартăвĕсем тăрăх, Пушкăртстан предприятийĕн продукцийĕ сыр туянакан çĕршыв ыйтнине тивĕçтерет. Сыра экспорта яма ирĕк паракан ветеринари сертификатне панă, - пĕлтернĕ Россельхознадзорăн регионти управленийĕнче.