Найти в Дзене

Наркотик тытăмлă хутăша форточкăран ывăтнă

РФ Шалти ĕçсен министерствин  Ĕпхÿри линейлă управленийĕн  транспорт çинчи следстви уйрăмĕ Кумертау хулинче пурăнакан 30 çулхи  арçын тĕлĕшĕпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчет. Вăл хăйĕн пĕлĕшĕ сутма тесе хатĕрленĕ наркотике полици сотрудникĕсенчен пытарма хăтланнă.

Ведомство пресс-службин кăтартăвĕсем тăрăх, айăплă тесе шутланакан арçын хăйĕн пĕлĕшĕ патĕнче хăнара пулнă. Çав вăхăтра хваттере оперуполномоченнăсем ухтарма пынă. Арçын хваттер хуçи хĕрарăмĕ хăй килĕнче сутма чарнă япаласем упранине пĕлнĕ.

- Пĕлĕшне хăрушлăх кĕтнине тата ăна уголовлă явап тыттарма пултарнине ăнланса арçын наркотик чĕркенĕ тĕркесене  юриех пÿлĕм чÿречин форточкинчен урама кăларса ывăтнă. Анчах йĕрке хуралçисем вĕсене пурпĕрех шыраса тупнă та экспертизăна янă. Тĕпчев результачĕсем тăрăх вăл наркотик тытăмлă япала пулнине палăртнă. Преступление пытарасси пирки  хваттер хуçипе малтанах калаçса татăлман пулнă. Хăйĕн ĕçĕсемпе вăл уйрăмах пысăк преступление пытарма хăтланнă, - ăнлантарса панă   РФ Шалти ĕçсен министерствин  Ĕпхÿри линейлă управленийĕн  транспорт çинчи следстви уйрăмĕнче.

Асăннă преступленишĕн хĕрарăма 15 çул таран  ирĕксĕр хăварма пултараççĕ. Айăплă тесе шутланакан арçын тĕлĕшĕпе «малтанах калаçса татăлмасăр уйрăмах пысăк преступление пытарма тăнăшăн» статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă, ăна тухса çÿремелле мар тунă. Арçынна икĕ çула ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.