Ман пĕчĕкренпе пĕлес килнĕ: «Чăваш тĕнчи мĕнле-ши вăл? Тăватă кĕтеслĕ - мĕнле вăл? Унăн енĕсем тÿрĕ-ши, пĕрпек-ши? Пирĕн Асаттесем пурăннă тĕнче тата юмахра каласа панă тĕнче, вăл пĕр тĕнче-ши?» Çак ыйтусем çине хуравлас тесе Улăп çĕршывĕн карттине ÿкерес терĕм, Çуйăн Хĕветĕрĕ пухса сăвăланă «Улăп» кĕнекене алла илтĕм. Улăп эпосĕн улттăмăш юрринче Амăшĕ Чĕкеç Улăпа чăвашсем ăçтан куçса килнине каласа парать: «Тĕнче алăкĕ çумĕнче, тулă-сăртлă вырăнта, вырнаçнă тет Аслатин çурчĕ, çавăнтах ÿснĕ тет тĕлĕнмелле пысăк Юман». Çак вырăн ăçта пулнине пĕлес тесе Википедине кĕтĕм, «Мировые Ворота» çырса ыйту патăм та «Джунгарские ворота çинчен» статья сиксе тухрĕ, вăл «центр Евразии» иккен. Малалла вулап: «Çавăнтах Тянь-Шань тăвĕсем çинче пик Хан-Тенгри - Дом Повелителя Неба вырнаçнă» - текен тепĕр статья тупрăм: - Ку вĕт Тĕнче Алăкĕпе Аслати çурчĕ! - тесе тĕлĕнсе кайрăм.
Çакăн урлă Тăватă кĕтеслĕ тĕнче вăл Еврази пулнине ăнланса илтĕм. Çавăн пек тĕпчесе Улăп эпосра çырса кăтартнă вырăнсене çа