Добавить в корзинуПозвонить
Найти в Дзене

Фатих Карим ман шăпара вырăн илнĕ

Лидия Мавлютова. ФАТИХ КАРИМ МАНĂН ШĂПАРА ВЫРĂН ИЛНĔ. Фатих Карим (Фатих Гильманович Карим), манăн ентеш, Пишпÿлек районне кĕрекен Айăт (Аитово) ятлă тутар ялĕнче 09.01.1909 çул çуралнă. Унта эпĕ темиçе те музейĕнче пулса курнă. Эпĕ 1984-1998 мĕш çулсенче Пишпÿлекри район Культура керменĕнче методист пулса ĕçлеттĕмччĕ. Хамăр енчи тĕрлĕ паллă çынсемпе, паттăр вăрçă улăпĕсемпе паллашма тÿр килчĕ. Сывă вăрçă ветеранĕсене хаклама тăрăшаттăмăр, вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă геройсен манми пархатарлă çар ĕçĕсем çинчен нумай каласа пама тÿр килетччĕ. "Подвиг" ятлă хор та йĕркеленĕччĕ. Вĕсем çинчен нумай вуланă та, кашнин шăпине мĕн пĕлнĕ таран тĕпчесе халăх умне кăларма тăрăшнă. Уйрăмах ман чун-чĕрере хальхи вăхăтчченех Фатих каримăн сăнарĕ пуçран тухмаç. Эпĕ хам та, сăвă çыркаланă май, унăн сăввисемпе паллашрăм. Вăрçă вăхăтне лекнĕскерĕн, шăпи пит кĕске пулнă. Вăл, 1941-1945 мĕш çулхи иккĕмĕш Аслă Патшалăх Вăрçи пуçлансанах фронта кайнă. Малтан "рядовой", каярахпа взвод командирĕ пулнă. Çĕнте

Лидия Мавлютова.

ФАТИХ КАРИМ МАНĂН ШĂПАРА ВЫРĂН ИЛНĔ.

Фатих Карим (Фатих Гильманович Карим), манăн ентеш, Пишпÿлек районне кĕрекен Айăт (Аитово) ятлă тутар ялĕнче 09.01.1909 çул çуралнă. Унта эпĕ темиçе те музейĕнче пулса курнă. Эпĕ 1984-1998 мĕш çулсенче Пишпÿлекри район Культура керменĕнче методист пулса ĕçлеттĕмччĕ. Хамăр енчи тĕрлĕ паллă çынсемпе, паттăр вăрçă улăпĕсемпе паллашма тÿр килчĕ. Сывă вăрçă ветеранĕсене хаклама тăрăшаттăмăр, вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă геройсен манми пархатарлă çар ĕçĕсем çинчен нумай каласа пама тÿр килетччĕ. "Подвиг" ятлă хор та йĕркеленĕччĕ. Вĕсем çинчен нумай вуланă та, кашнин шăпине мĕн пĕлнĕ таран тĕпчесе халăх умне кăларма тăрăшнă. Уйрăмах ман чун-чĕрере хальхи вăхăтчченех Фатих каримăн сăнарĕ пуçран тухмаç. Эпĕ хам та, сăвă çыркаланă май, унăн сăввисемпе паллашрăм. Вăрçă вăхăтне лекнĕскерĕн, шăпи пит кĕске пулнă. Вăл, 1941-1945 мĕш çулхи иккĕмĕш Аслă Патшалăх Вăрçи пуçлансанах фронта кайнă. Малтан "рядовой", каярахпа взвод командирĕ пулнă. Çĕнтерÿ кунне пĕр виçĕ уйăх юлсан, 36 çулхи салтак (19.02.1945) пуçне хунă. Чуна кĕрекен, вăрçă хирĕнче çырнă пултаруллăх йĕркисен паянхи кун та актуаллăхĕ чакман. Ялан пирĕн Çĕршывăмăр тăшман кăшăлĕнче. Анчах та пирĕн нумай нациллĕ Раççей нихçан парăнман. Туслăхне çирĕплетсе, ытти ют çĕршыв халăхĕсене те ялан пулăшу парса тăма вăй çитерет. Юншăхнă фашизм кăлтăкĕсем татах пуçĕсене çĕклерĕç пулин те, Раççейĕн туслă халăхĕ парăнас çук. Паянхи СВО (Ятарлă Çар Операцийĕ) пирĕн хамăр хушăри "аркă айĕнчен çыртакан" тăшмансене, çурхи шывăн пăтранчăк кăпăкне çыран хĕрне пăрахнă пек уйăрса чикĕ леш енне хуса ячĕ.

Фатих Карим паттăра аса илнĕ май, унăн вăрçă хирĕнче çырнă кĕске тăват йĕркен çырнă сăввисемпе паллаштарасшăн. Вĕсене эпĕ, ĕçленĕ чухне, чăвашла куçарса сценарисене кĕртсе яраттăмччĕ. Акă вĕсем, манми салтак чун-хавалĕсем.

ЮЛАШКИ ХУТ СĂНАТĂП АТĂЛĂН ШЫВНЕ

Юлашки хут сăнатăп Атăлăн шывне,

Хăмăш хушши хуллен чÿхеннĕ вăхăтра...

Яланлăха эп илтĕм ăна чун-чĕрене,

Асра вăл юлĕ чылай-чылай манра.

КИНЖАЛ

Асаплă кун килсен,Тăван Çĕршывăм,

Шăпа ыйтсан, эп пăрăнмарăм:

Шинел уртса винтовка тытрăм,

Пиçиххре кинжал упрарăм.

1943

ТУСĂМ

Вилчĕ ман тусăм, тăхлан çумăрĕнче

Пулемёт çине пуçне хурса.

Юлашкинчен, вилсе ăсаниччен,

Мана вăл чĕнчĕ куçне уçса.

ОКОПРИ ЮРĂ

Эп "рядовой" салтак çеç вăрçăра,

Ыттисенчен уйрăм, пăлхавлă пулнипе:

Туссем çывăрнă чух, тĕттĕм çĕркаçра,

Куç хупса пулмаç пăшăрханнипе.

ХУР АКĂШСЕМ

Тÿпе çулĕпе, кăвак тинĕс енчен,

Акăшсем, ак, вĕçеççĕ ирпе .

Çурхи кун çитнипе, окопсем çинчен,

Татах таврăнаççĕ киле.

Чăвашла Лидия Шурçăл куçарнă.

МИРШĔН ЧĔНŸ

(Хыйса Османов, перевод с болкарского на чувашский

Лидии Мавлютовой - Шурçăл.)

Халăхсем, пăрахăр вăрçăнма,

Чăн Турăшăн, пурнăçшăн, ачасемшĕн!

Хăраççĕ пепкесем çунса çурăлма,

Тĕнче хĕнре, куççуль,асап çынсемшĕн!

Уçланкăсем эмель çеçки* çурсан,

Ача ури таптатăр шикленмесĕр!

Хĕвел çинче ан карăнтăр тусан,

Çĕр чăмăрĕ лăплантăр, чĕтренмесĕр!

Халăхсем, пăрахăр вăрçăнма!

Хунав шăтса паркатăр вăрçă хирĕ.

Çÿрен утсем таптаччăр çарана,

Çилхи çилпе ачаш вылятăр мирлĕ!

Халăхсем, пăрахăр вăрçăнма,

Акăш кÿлли упрантăр акăшсемшĕн!

Чĕпсем кăларччăр, ишсе таса шывра,

Çынсем те МИР усраччăр ачасемшĕн!

Халăхсем, чарар паян вăрçа!

Çĕр хут илемлĕ пултăр ÇУТ ТĔНЧЕМĔР!

Çын тивĕç пулнă чечеклĕ пурнăçа,

Салтаксене сывах амăш патне çитерĕр !