Найти в Дзене
Юрий Трофимов

Халал

Халал

Пурнӑҫӑм вырнаҫрӗ ҫакӑнта -

Чунăм пурлăхне сӑвва куҫартӑм.

Сирĕн , тен , тӗллевӗр - ҫӑкӑрта ,

Эпӗ куҫҫультен шӑрҫа пуҫтартӑм.

Чĕререн тухайнӑ чӗр сăмах,

Уҫса ятӑр сирӗн чунӑра.

Пӗр йӗркийӗ: - чӑн та пӗр ахах ,-

Тееймес те - пурпӗр вулӑр-ха .

Никам та пулман леш тӗнчере -

Сӑвӑҫсем унта сăваплă пулӗҫ.

Малаллах тӑсатӑп тӗпчеве -

Чи кайран камсем хăюллăн кулӗҫ?

Пурнӑҫа ирттертӗм сӑвӑпа -

Урăх нимĕн те тума пӗлмерӗм.

Асра ан илӗр йывӑрпа -

Парӑма эп сăмахпа тӳлерӗм.

Юрий Трофимов