Халал
Халал Пурнӑҫӑм вырнаҫрӗ ҫакӑнта - Чунăм пурлăхне сӑвва куҫартӑм. Сирĕн , тен , тӗллевӗр - ҫӑкӑрта , Эпӗ куҫҫультен шӑрҫа пуҫтартӑм. Чĕререн тухайнӑ чӗр сăмах, Уҫса ятӑр сирӗн чунӑра. Пӗр йӗркийӗ: - чӑн та пӗр ахах ,- Тееймес те - пурпӗр вулӑр-ха . Никам та пулман леш тӗнчере - Сӑвӑҫсем унта сăваплă пулӗҫ. Малаллах тӑсатӑп тӗпчеве - Чи кайран камсем хăюллăн кулӗҫ? Пурнӑҫа ирттертӗм сӑвӑпа - Урăх нимĕн те тума пӗлмерӗм...