Найти в Дзене
Шухӑш

«Вӗҫ, вӗҫ, куккук...» е тӑван енрен аякра путрӑм эпӗ тунсӑха

Ҫулла урамра уҫӑлма пит аван. Ҫапла юлташпа тӗл пултӑмӑр та кӳлмек енне утса анатпӑр. Сасартӑк чарӑнса тӑма тиврӗ – Юхма Мишши хӑйӗн кӗнекисене сутса ларать. Шутламан ҫӗртенех пӗр кӗнекине туянтӑм. Юнашар тӑракан хӗрарӑм – сутаканнисенчен тата тепри – ыран «Куккук куҫҫулӗ» спектакле кайса курма сӗнчӗ. (Сӑмах май, ман ик уйăх ытла ӗнтӗ сумккара йыхрав хучĕ ҫӳрет. Эппин, каймаллах тесе шутларӑм). Спектакль ҫӑлкуҫӗ – Юхма Мишшин романӗ иккен. Режиссёрӗ – Борис Манджиев. Чи малтанах сцена тӗлӗнтерчӗ: мӗн пысӑкӑш уйӑх! Ӗҫ-пуҫ улшӑнса пынӑ май ун тӗсӗ-эрешӗ улшӑнать. Ҫапах тӳрех ӳнер тӗнчин тыткӑнне лекмерӗм, темле тишкерӳллӗн пӑхрӑм (тен, кая юлса телефонри хунара ҫутса утакансем чӑрмантарчӗҫ?). Апла пулин те ҫутӑ ӑстине маттур тетӗп. Кӗвӗ енчен те маттур – «Вӗҫ-вӗҫ, куккук» юррӑн ӳкерчĕкӗ пӗтӗм спектакльшӗн кирлӗ, мӗншӗн тесен сюжетпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Салху туйӑм спектакльӗн ячӗнченех паллӑ – чӗпписемсӗр юлнӑ куккук тата унӑн тунсӑхлӑ сасси, ырату куҫҫулӗ... Актёрсенчен пуринчен ытла Эльз
«Куккук куҫҫулӗ» спектакльти самант. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче, ҫӗртмен 22-мӗшӗ.
«Куккук куҫҫулӗ» спектакльти самант. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче, ҫӗртмен 22-мӗшӗ.

Ҫулла урамра уҫӑлма пит аван. Ҫапла юлташпа тӗл пултӑмӑр та кӳлмек енне утса анатпӑр. Сасартӑк чарӑнса тӑма тиврӗ – Юхма Мишши хӑйӗн кӗнекисене сутса ларать. Шутламан ҫӗртенех пӗр кӗнекине туянтӑм. Юнашар тӑракан хӗрарӑм – сутаканнисенчен тата тепри – ыран «Куккук куҫҫулӗ» спектакле кайса курма сӗнчӗ. (Сӑмах май, ман ик уйăх ытла ӗнтӗ сумккара йыхрав хучĕ ҫӳрет. Эппин, каймаллах тесе шутларӑм).

Спектакль ҫӑлкуҫӗ – Юхма Мишшин романӗ иккен. Режиссёрӗ – Борис Манджиев.

Чи малтанах сцена тӗлӗнтерчӗ: мӗн пысӑкӑш уйӑх! Ӗҫ-пуҫ улшӑнса пынӑ май ун тӗсӗ-эрешӗ улшӑнать. Ҫапах тӳрех ӳнер тӗнчин тыткӑнне лекмерӗм, темле тишкерӳллӗн пӑхрӑм (тен, кая юлса телефонри хунара ҫутса утакансем чӑрмантарчӗҫ?). Апла пулин те ҫутӑ ӑстине маттур тетӗп.

Кӗвӗ енчен те маттур – «Вӗҫ-вӗҫ, куккук» юррӑн ӳкерчĕкӗ пӗтӗм спектакльшӗн кирлӗ, мӗншӗн тесен сюжетпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Салху туйӑм спектакльӗн ячӗнченех паллӑ – чӗпписемсӗр юлнӑ куккук тата унӑн тунсӑхлӑ сасси, ырату куҫҫулӗ...

Актёрсенчен пуринчен ытла Эльза сӑнарне калӑплакан Венера Пайгильдина килӗшрӗ. Мӗн тери ытарса пӗтерейми илем, хавал! Чӑн-чӑн ӑҫта...

Эльза – Венера Пайгильдина. «Куккук куҫҫулӗ» спектакль.
Эльза – Венера Пайгильдина. «Куккук куҫҫулӗ» спектакль.

Паллах, ытти актёрсем те маттур. Тӗп сӑнар – Алипай – ӑна та уҫӑмлатса пама актёр пултарулӑхне ҫитернӗ. Ҫамрӑк артистсенчен Ганс рольне выляканни килӗшрӗ, пит маттур! (Пуласлӑхӗ ҫутӑ пуласса шанас килет).

Кӗскен каласан, ырӑ та таса чунлӑ чӑваш Алипай пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине тухса каять, килӗнче Сарине мӑшӑрӗпе тин ҫуралнӑ Левентей ывӑлӗ юлаҫҫӗ. Паллах, вӑрҫӑ хирӗнче хӑйӗн хӑрушӑ урапине кустарса Вилӗм ҫӳрет. Пирĕн сӑнар тыткӑна лекет те тарҫӑ пулса тӑрать. Ҫак йывăр лару-тăрура та пуҫне усмасть вӑл – чӑваш юмахӗсене, юррисене асра тытса пӗчӗк савӑнӑҫ тупать. Анчах кунта савӑнӑҫ кӑна мар, килшӗн питӗ тунсӑхлани те, ирӗке лекме ӗмӗтленни те пур. Шел, тӑван ҫӗршыва таврӑнма пӳрмен шӑпа. Кунта вара тепӗр ывӑл – Ганс –ҫуралать.

Ывӑлӑмсем! Эсир пӗр туратран! Ан вӗлерӗр пӗр-пӗрне!

Ҫапла чунӗ кӳтсе килнипе кӑшкӑрать ашшӗ иккĕмĕш хут тӗнчере вӑрҫӑ сарӑлсан. Тӑвансемех тӑшман пулса тӑраҫҫӗ-ҫке. Ганса ашшӗ шӑхличӗ парса янӑ. Акӑ пӗр сыпăк: варринче ашшӗ, ун ҫумӗнчех икӗ ывӑлӗ. Виҫҫӗшӗ те шӑхличӑ каласа «Вӗҫ-вӗҫ, куккук» юрра юрлаҫҫӗ. Вилӗмӗн алли ывӑлсем патне ҫитет, юрӑ вӑйӗ чакса пынӑ пек... (Эсрел ывӑлсене илсе кайрӗ тейӗ кайран Алипай). Ҫапах ашшĕ юлашки вӑйне пухса юрлать. Ку чи вӑйлӑ сыпӑксенчен пӗри, ман шутпа. (Тата, паллах, Эльза пур чухне йӑлтах чипер, сӑнарӗ усал хӑтлансан та пур-пӗр юратмаллискер. Нимӗҫле сӑпка юррине шӑрантӑрни мӗнле илемлӗ!)

Сцена айккинчи мӗлкесем те питӗ килӗшрӗҫ❤️
Сцена айккинчи мӗлкесем те питӗ килӗшрӗҫ❤️

Мӗнле тема ку хайлавра пӗрремӗш вырӑнта-ши? Ҫуралса ӳснӗ тӑван ҫӗршывран аякра пурӑнма питӗ йывӑр. Аманнӑ чун, нимпе те сиплеймӗн. Тӑван сӑмахлӑх, юрӑ-кӗвӗ самантлӑха ҫеҫ ҫӑмӑллӑх кӳреҫҫӗ (е пушшех те суран ҫине тӑвар сапнӑн туйӑнаҫҫӗ – ют ҫӗрте тыткӑнра мӗн ыррине кӗтсе илейӗн? Яланлӑх сивӗ, ҫын ӑшши те ҫук).