Сӑвӑ... Мӗнле ҫуралать-ха вӑл? Хурав тупма йывăр, тен, вӑрттӑнлӑх ку... Пурнӑҫра пулса иртекен пулӑмсене сӑнаса пӗр-пӗр йӗрке ҫырас туртӑм тупӑнать пулас. Савӑнӑҫа та, хурлӑха та пайлас килет ҫыннӑн, вара шухӑшсем кӗвӗленме пуҫлаҫҫӗ, уҫҫӑн янӑрас килет вӗсен. Ирӗклӗн ҫынсем хушшинче вӗҫсе ҫӳрес килет. Ҫӳл тӳпере ярӑнса вӗҫекен ӑмӑрткайӑк евӗр. Ӑмӑртаҫҫӗ вара шухӑшсем, ҫӳлтен ҫӳле вӗҫеҫҫӗ, хӑш-пӗр чух ерипе-е-ен, тепĕр чух ҫиҫӗмле хӑвӑрт! иртсе каяҫҫӗ – тытма ҫеҫ ӗлкӗр. Кашни сӑвӑҫӑн вара хӑйӗн сасси, илемӗ. Нумай пулмасть «Мӗн ҫинчен авӑтать-ши куккук?» кӗнекере Лариса Петрова сӑввисемпе паллашрӑм. Ку – ҫамрӑк авторӑн пӗрремӗш кӗнеки. Кашни сӑвви чуна уçса панӑ самантра шӑрҫаланнӑ пек туйӑнать, мӗншӗн тесен йӗркесенчи шухӑшӗ пиҫсе ҫитнӗ ҫырла пек – «тутлӑ» пулнипе татах татса ҫиес/вулас килет. Чунӑма кӗртет хаваслӑх Чӑвашла кашни сӑмах, Иртнӗ кун вӑл ман, пуласлӑх, Паянхи те чӑвашлах. Петрова Л. Н. «Мӗн ҫинчен авӑтать-ши куккук?» – Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2022.– 100 с. Сӑ